Синоптиксем Çĕнĕ Çул уявĕнче çанталăк кăсăклă пуласса пĕлтереççĕ

Çурт тăррисенчен тумла юхать, çынсем кӳлленчĕксенчен пăрăнса утаççĕ, урамра ăшă, йĕпхӳ пĕрĕхкелет. Хĕлĕн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленнĕпе пĕрех, çанталăк вара çаплипех çемçе кăмăллă. Çĕнĕ Çул уявĕнче Чăваш Енре мĕнле çанталăк пулассине эпир республикăри гидрометцентрта ĕçлекенсенчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
 
Алиса Александрова, Игорь Ульянов
 
Хĕллешĕн хальхи çанталăк питĕ ăшă шутланать. Çак кунсенче йĕпе юр, вырăн-вырăнпа çумăр çумалла. Сывлăш температури кăнтăрла та, çĕрле те пĕр пек: 3 градус сивĕрен пуçласа 2 градус таран ăшă.
Кăрлачăн малтанхи виçĕ кунĕнче 5 градус таран сивĕтмелле.  Унтан сывлăш температури татах чакĕ. Ку хĕлле çанталăк вылянчăк. Апла пулин те шартлама сивĕ кунсем пулмĕç. Ăшă хыççăн сасартăк сивĕтсе янă вăхăтсенче асăрхануллă пулмаллине аса илтереççĕ гидрометцентрта. Шуса ӳксе аманас хăрушлăх пур. Кăрлач, нарăс уйăхĕсенче сывлăш температури йĕркене кĕмелле, 10-12 градус сивĕ пулмалла.