Республикăра тепĕр фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ

Канаш районĕнчи Тăрăнра пурăнакансем çак куна тахçантанпа кĕтнĕ. Строительсем ĕçе вăраха яман, 2 уйăхра çĕнĕ çурт çĕкленсе те ларнă. Медицина учрежденине тăрăнсемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те кĕрсе курчĕ.

Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Никита Углев

«Малтанхипе танлаштараймăн», - теççĕ хĕпĕртесе  кунта ĕçлекенсем. Çĕнĕ пунктра ăшă, сиввипе пĕрлех вĕри шыв та кĕртнĕ, санузел пур. Кунне 40 çынна йышăнма пултараççĕ сиплев çуртĕнче. Кунта уçăлнă кунах халăх йышлă. Хăшĕ-пĕри юн пусăмне виçтерме килнĕ, теприсем кĕрсе курас теççĕ.

 «Малашне чирлесен тӳрех больницăна чупмăпăр. Малтан хамăр ялти фельдшер патне çитсе канашлама май пурри питĕ аван», - палăртаççĕ ял çыннисем.

Уйăхра пĕрре фельдшерпа акушер пунктне терапевтпа педиатр килсе тăрĕç. Кардиолог, окулист, онколог тата ытти специалистсем те çынсен сывлăхне яла килсех тĕрĕслĕç. Çакă ваттисемшĕн уйрăмах паха. Канаш районĕнчи 54 медпунктран 16-шĕ - хальхи йышши. Унта хăтлă та ăшă, сĕтел-пукан, медицина хатĕрĕсем — пĕтĕмпех çĕнĕ. Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов палăртнă тăрăх, çитес çул çакнашкал тепĕр 25 учреждени тума палăртнă.

Раççей Президенчĕ иртнĕ пресс-конференцире ял халăхне медицина пулăшăвĕпе кирлĕ пек тивĕçтерни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Пирĕн республикăра 146 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. 2020-мĕш çул тĕлне вĕсен шучĕ 200-е çитмелле.