Патăрьел районĕнчи Ыхраçырмире культура учрежденийĕ туса пĕтернĕ

Çĕнĕ çулччен 4 кун юлчĕ. Кашни ял-хуларах халăх уява хатĕрленет: пĕрисем кил-çуртне илемлетеççĕ, теприсем культура çурчĕ туса пĕтерес тесе тăрăшаççĕ.

 Алексей Енейкин, Виктор Степанов

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катекре пурăнакансем çĕнĕ çула уяв картинче кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. 4 çул каялла тарават ял-йыш хăйсен ентешне Валерий Самойлов-Раштава халалласа «Самана» фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Халĕ вĕсем эрнере темиçе хут культура çуртне пухăнса паллă сăвăçăн юррисене шăрантараççĕ.

«Самана» ушкăна хальлĕхе 15 çын çÿрет. Кунта вĕсем чăвашла тата вырăсла хăна, вăйă юррисене аса илеççĕ. Тăван халăхăн авалхи йăли-йĕркине те манмаççĕ, уявсем йĕркелеççĕ.

Кунта çĕнĕ çула кашни çемьерех хатĕрленеççĕ. Уяв урамра пуçланать тесен те йăнăш мар. Çуртсен умĕнче юртан ăсталанă темле кӳлепе те курма пулать. Ыхраçырми яленче вара çĕнĕ çула çĕнĕ культура керменĕнче кĕтсе илĕç. Патшалăх пулăшнипе кĕске вăхăтрах хăтлă клуб тунă.

Культура çуртне малтанхи вырăннех лартнă. Пĕтĕмпе 14 ытла миллион тенкĕ тăккаланă. 95 проценчĕ патшалăх пулăшăвĕ, 5 процентне вырăнти хыснаран уйăрнă. Халĕ кунта хатĕрленӳ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.