Наци библиотекинче 139-мĕш дивизие халалланă кĕнекене пахаларĕç

Наци библиотекинчи „Мерчен“ тĕпелте «Атăлран пуçласа Эльба таран» кĕнекене пахаларĕç. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче пирĕн республикăра йĕркеленнĕ 139-мĕш дивизие халалланă.  Авторĕ - Владимир Селихов.
 
Леонид Петров, Никита Углев

Кĕнекере вăрçăн синкер кунĕсене сăнлакан документсене, сăн ÿкерчĕксене, ветерансен аса илĕвĕсене кĕртнĕ. 139-мĕш дивизири салтаксен 70 проценчĕ пирĕн республикăран пулнă. 1941 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи ака уйăхĕччен  Чăваш Енре 364-мĕш, 609-мĕш, 718-мĕш  тата 354-мĕш  полксем йĕркеленнĕ. Кĕнеке авторĕн ашшĕ Алексей Селихов вара ку дивизие Мордва республикинчи госпитальте сипленнĕ хыççăн лекнĕ. Иваново хулинче çар ĕçне хăнăхнă хыççăн, салтаксем Мускава хÿтĕлеме тухса кайнă. Пĕрремĕш хаяр çапăçу 1942 çулхи  утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ржев хули çывăхĕнче пулнă.

Презентацие историксем, вăрçă тата тыл ветеранĕсем, библиотекăра ĕçлекенсем, шкул ачисем хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче - Ардалион Теллин. Унăн ашшĕ те Тăван çĕршыва 139-мĕш дивизире хÿтĕленĕ. Пулеметчик ротин командирĕ пулнă. Киле йывăр аманса таврăннă.

Дивизи Тверь, Смоленск, Калуга облаçĕсене тата Европăри çĕршывсене нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. 29 çын Совет союзĕн геройĕн ятне тивĕçнĕ. Çĕнтерĕве  Эльба юханшывĕ çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Кĕнеке кĕçех Мускавра пичетленсе тухмалла.