Наци библиотекинче Станислав Сатурăн тин кăна тухнă кĕнекине пахаларĕç

Чăваш кĕнеке издательствинче Станислав Сатурăн „Юхăмра“ сăвă кĕнеки кун çути курчĕ. Пĕр хуплашка айĕнче халиччен пичетленнĕ хайлавсем те, çĕннисем те, куçарусем те пур. Наци библиотекинче çавра сĕтел хушшине пуçтарăннă тĕпчевçĕсемпе çыравçăсем кĕнекене тĕплĕн тишкерчĕç.

Марина Карягина, Владимир Синдеев

„Кашни сăмахшăн вут хурап ăша...“ тесе çыракан Станислав Сатурăн кĕнеки вулакан чун-чĕринче пушар кăларма шантарать. Анчах кунта тĕрлĕ туйăмпа антăхса çырнă хайлавсем мар, шухăшлавçă сăввисем. Лирика геройĕ апла вулакана хăйĕнпе пĕрле шухăшлаттарса хĕрÿлентерет. Сатурăн тĕнче курăмĕ хăйне евĕр, вăл хăй тупнă уйрăм мелсемпе сăмах тăвакан сассен асамне тĕпчет, унран „уçкăч“ туса хурса уçлăх-пурнăç-этем çыхăнăвĕнчи вăрттăнлăхсем ăшне кĕме сĕмленет. „Пысăк шая çĕкленсе, пиçсе çитнĕ сăвăç“ тесе хакларĕ ăна 90-мĕш çулсенче пирвайхи сăвă кĕнекине „Пике“ журналăн библиотеки“ ярăмра кăларма сĕннĕ Раиса Сарпи.

Виталий Родионов филологи докторĕ Сатурăн çырас уйрăмлăхĕсене тишкернĕ май „Поэта ăнланас тесен, ăна лирика хайлавçин куçĕпе пăхса хакламалла“ тесе палăртрĕ. Василий Пушкин тĕпчевçĕ шкул программине кĕртме тивĕçлĕ хайлавсем тупнăшăн савăннине пĕлтерчĕ. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ калани те витĕмлĕ илтĕнчĕ.

Те Станислав Сатур хăй те сăвăç анчах мар, литература тĕпчевçи те пулнăран, кĕнекене сÿтсе явса хак пама пуçтарăннисене пуçламăшĕнчен тытăнса вĕçне çитичченех ăспа туйăм ыйтăвĕ калаçтарчĕ: мĕнле сăвă – чăн-чăн поэзи тĕслĕхĕ? Мĕнлерех сăвă вăл – ăспа çырни, туйăмпа хайлани мĕнлерех?

Сементерле каласан, „çĕнĕ шухăш сунталĕ çинче туптанса тухнă“ сăвăç пурне те итлет – хăйле çырать.