Ветеринари станцийĕсем тĕрĕс-тĕкел ĕçленинчен регионти тăнăçлăх килет

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енпе Чĕмпĕр облаçĕн Управленийĕнчи специалистсем республикăри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен ветеринари станцийĕсене тĕрĕслеççĕ. Инспекторсене выльăх тухтăрĕсем патĕнче мĕн кăсăклантарать тата ялти çынсен мĕн пĕлмелле? Тĕплĕнрех, Леонид Петров корреспондент сюжетĕнче.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Ку хутĕнче инспекторсем Йĕпреçри ветстанцине тимлĕх уйăрчĕç. Вĕсенче санитарипе гигиена нормисене мĕнле пăхăннине, ветеринари докуменчĕсен йĕркелĕхне, ерме пултаракан чирсене хирĕç мĕнле кĕрешнипе кăсăкланчĕç. Ял хуçалăх надзорĕнчи специалистсем кун пек тĕрĕслевсемпе пĕрре мар çула тухнă. Вĕсем Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр, Вăрнар районĕсенче пулнă, хăш-пĕр çитменлĕх тупнă.  Республикăри ветеринари станцийĕсем тĕрĕс-тĕкел ĕçленинчен регионти тăнăçлăх килет. Выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра прививка туни Çĕпĕр язвинчен, уртаракан, шыçă чирĕсенчен сыхланма пулăшать.

Тепĕр çирĕп йĕрке – сутлăх аш валли выльăха ятарлă цехсенче çеç пусма юрать. Ун пек вырăнсем пулмасан, ветеринара киле чĕнмелле. Инспекторсене çавăн пекех „айболитсем“ «Меркурий» патшалăх программипе мĕнле ĕçлени кăсăклантарчĕ. 2018 çултан çак тытăм туллин вăя кĕмелле. Электронлă сертификат выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă мĕн пур кăтартăва упрĕ. Интернетра чĕр чуна ăçта пăхса ÿстернине, вăл мĕнле тĕрĕслевсем витĕр тухнине, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашма пулĕ. Аш-какай е сĕт тирпейлекен предприятисем продукци ăçтан килнине йĕрлеме пултараççĕ.