Республикăра пичет кăларăмĕсем çырăнмалли тапхăр пырать

Килĕшекен хаçат-журанала 2018 çулăн пĕрремĕш çурçулĕнче илсе тăрас текенсен почтальонпа тĕл пулмалла е çыхăну уйрăмне çитмелле. «Хыпар» издательство çуртĕнче ĕçлекенсем, сăмахран, вулакансемпе тахçанах пĕр чĕлхе тупнă. Тĕрлĕ сĕнӳ-канашпа пулăшаççĕ, çивĕч ыйтусене татса параççĕ, Чăваш Енре тата республика тулашĕнче пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ. Алиса Александрова тĕплĕнрех.

Алиса Александрова, Ирина Ромадова, Павел Иритков

«Хыпар» издательство çурчĕ паян 11 хаçатпа журнал кăларса тăрать. Вĕсем куллен республикăри тата унăн тулашĕнчи 50 пин ытла çемьене çитеççĕ. Кăларăмсене çырăнмалли декада вăхăтĕнче йӳнĕрех хакпа илме пулать вĕсене.  Унсăр пуçне кашни кампанинчех тĕрлĕ парне выляттараççĕ. Иртнĕ çурçулта, сăмахран, Патăрьел районĕнче пурăнакан «Хыпар» тусĕ мотоблоклă пулнă.

«Çамрăксен хаçачĕ» пирки ятне пăхсан яшсемпе хĕрсем валли тухса тăрать теме пулать. Çапах та ăна шкул ачисем те, тивĕçлĕ канурисем те юратса вулаççĕ. Унта ял çыннин нуши-савăнăçĕ, çамрăксем хушшинчи, çемьери хутшăнусем, республикăри паллă çынсен кун-çулĕ, ашшĕ-амăш хӳттисĕр юлнă ачасен пурнăçĕ çинчен пĕлме пулать.

Халăхра анлă сарăлнă тепĕр хаçат - «Чăваш хĕрарăмĕ». Ăна кашни эрнерех Чăваш Енре çеç мар, Чечен республикинче, Краснодар тăрăхĕнче тата çĕршывăн ытти кĕтесĕнче пурăнакан ентешсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. «Вăл малашне те  вулакан килнĕ ырă хыпарпа, усăллă канашпа çитĕ», - теççĕ хаçата кăларакансем.

«Хресчен сасси» хаçат та кĕтнĕ хăна. Уйрăмах ял çыннисем кăмăллаççĕ ăна. Çĕр ĕçченĕ, сад-пахча çитĕнтерекен е кил хуçи хĕрарăмĕ – кашниншĕн вăл усăллă пулма пултарть.

Ача-пăча, аслăрах çын валли те кăсăкли нумай «Хыпар» издательство çурчĕн кăларăмĕсен çемйинче. Вĕсемпе туслă пулсан эсир яланах пурнăç таппипе тан утăр.