Елчĕк районĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе уçă турнир иртрĕ

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри уçă турнирĕ иртрĕ. Ăмăртусене çак ялти паллă атлетсене асăнса 10 çул каяллах йĕркелесе янă.

Алексей Енейкин, Иван Макеев

Тупăшăва Елчĕк, Комсомольски, Канаш, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи тата Шупашкарти спортсменсем хутшăнчĕç. Вĕсем мала тухассишĕн виçĕ ушкăна пайланса ăмăртрĕç. Хĕрӳ тытăçура пурте кĕрешӳ йĕркине пăхăнса хăйсен ăсталăх шайне кăтартма тăрăшрĕç. Ăмăртусен тĕп тĕллевĕ - çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, паттăрсене сума сăвасси. Икĕ Валерий Черновпа Юрий Орехов та хăй вăхăтĕнче çамрăксене спорта юратма вĕрентес тесе нумай вăй хунă, çитĕнекен ăрушăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Вĕсем тăрăшнипе Елчĕк тăрăхĕнче нумай пултаруллă спорт мастерĕ çитĕннĕ. Турнир пĕтĕмлетĕвĕпе, пĕрремĕш елчĕксем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Комсомольски районĕ. Виççĕмĕш ― канашсем.