Тĕп хулара пурăнакансем çурт тăррине тăвакансемпе кăмăлсăр

Шупашкар районĕнче çитес çулсенче хальхи йышши хăтлă теплицăсем хута каймалла. Вĕсенче 500 яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума палăртнă. Проект пурнăçа кĕрсен Чăваш Ен çулсерен хушма 19 пин тонна хăяр-помидор туса илме пуçлĕ.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Республикăра кун йышши инвестици проекчĕ халиччен нихçан та пурнăçланман. Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи Тутаркасси ял тăрăхĕнче 22 гектар çинче хĕлĕн-çăвĕн пахча-çимĕç ӳстерме шутлаççĕ.

Çак пысăк объекта Чăваш Енре пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе республика ертӳçи Михаил Игнатьев «Ренова» компанисен директорĕсен канашĕн председателĕпе Виктор Вексельбергпа Японире тĕл пулса калаçнă. Проект хакĕ 6 миллиард тенкĕ. Строительсем палăртнă вырăнта ĕçе пикенсен, Котеркассинче тата çывăхри ытти ялсенче пурăнакан хăш-пĕр çынсем хăйсене кунтан куçараççĕ тесе пăшăрханса ӳкнĕ. Çĕр пайĕсене тытса илĕç текен сăмах та тухнă.

Теплицăсен проектне экспертиза тунă. Ĕçсене тума паянхи куна 125 миллион тенкĕ тăккаланă. Хальлĕхе кунта 6 çын вăй хурать. Строительствăн пĕрремĕш тапхăрне çитес çул вĕçлеме палăртнă. 2021 çул тĕлне теплицăри кашни тăваткал метр пуçне 65-70 кило помидор, 150 кило хăяр туса илĕç. Пĕтĕмпе кунта 500 яхăн ĕç вырăнĕ тăваççĕ.