Кадетсем бала пухăнчĕç

Хитре кĕпесем, костюмсем тăхăннă хĕрсемпе каччăсем илемлĕ ташăра çаврăнчĕç. Паян Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче кадетсен балĕ иртрĕ.

Алиса Александрова, Виктор Степанов

Кăçалхипе 11-мĕш хут йĕркеленĕ республикăри конкурса Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчен, Вăрнар, Муркаш, Етĕрне, Тăвай тата ытти районсенчен пурĕ 14 кадет класĕ пуçтарăннă. Кашни ушкăнăн икшер ташă кăтартмалла. Пĕри ― вальс, тепри кадетсем хăйсем суйласа вĕреннĕ ташă. Конкурса вĕренӳ çулĕ пуçлансанах хатĕрленме тытăннă çамрăксем. Хăш-пĕр ушкăншăн бала хутшăнасси ырă йăлана кĕнĕ. Вĕсен йышĕнче Муркашри вăтам шкулăн кадечĕсем те.