Чăваш Енре çут çанталăка упрамалли экологи акцийĕ вĕçленчĕ

Тăпрана лекекен пĕр батарейка 20 тăваткал метр çĕре варалать, иккен. Çакă пĕр чĕрĕп пурăнакан лаптăк. Специалистсем палăртнă тăрăх, юрăхсăра тухнă электрохатĕр питĕ сиенлĕ. Вĕсенче чĕр кĕмĕл, цинк, хура тăхлан, кадмий пур. Çавăнпа та усă курнă хыççăн батарейкăсене çӳп-çап витрине мар, çакнашкал ăпăр-тапăр пухакан вырăна кайса памалла. «ВанГоги» театр студийĕпе Наци библиотеки Çут çанталăк министерстви пулăшнипе «Батарейкăсене пуçтар та чĕрĕпсене çăлса хăвар!» акци иккĕмĕш хут йĕркеленĕ.

Алиса Александрова, Виктор Степанов

«Ырă йăлана ачаран хăнăхтармалла, çавна май батарейка пуçтармалли контейнерсене вулавăшсенче, шкулсенче, ача сачĕсенче вырнаçтарни тĕрĕс утăм», - теççĕ Наци библиотекинче ĕçлекенсем. Çитĕннĕ çын е ача килет кĕнеке вулама ― экологишĕн сиенлĕ батарейкăсене кунта килсе параççĕ.

Кăçалхипе иккĕмĕш çул иртекен акцие тĕрлĕ организацие те явăçтарнă. «Экра» предприятире ĕçлекенсем ырă пуçарăва хаваспах хутшăннă. 2 уйăхра вĕсем ятарлă савăтсене пульт, сехет батарейкисемпе кĕсье телефонĕн аккумуляторĕсемпе тултарнă. Çитес çул та акцие хутшăнма палăртаççĕ кунта тăрăшакансем. Юрăхсăра тухнă батарейкăсене, энергие перекетлекен лампăсене хула çыннисем çавăн пекех çурт-йĕре пăхса тăракан компанисене пырса пама пултараççĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра Шупашкарта чĕр кĕмĕллĕ лампăсем пухмалли 147 контейнер вырнаçтарнă. Вĕсене шыраса пуçа ватмалла мар. Усă курнă çутă хатĕрĕсене управляющи компанине кайса памалла çеç.

«Новоюжный» компани 25 çурта пăхса тăрать. Вĕсем батарейка пуçтармалли 2 ещĕк вырнаçтарнă. Çакă питĕ меллĕ пулнине палăртаççĕ пурăнакансем. Унта-кунта йăванса выртакан батарейка тупаймăн ку тăрăхра. Ещĕксем тулса çитсен вĕсене ятарлă вырăна кайса хураççĕ, унтан тирпейлекен предприятие ăсатаççĕ. «Батарейкăсене пуçтар та чĕрĕпсене çăлса хăвар!» акцие вара çак кунсенче пĕтĕмлетсе чи хастаррисене чыслĕç. Унта кăçал хутшăнайманнисене çитес çул йыхравлаççĕ çут çанталăк тусĕсем.