Çĕрпÿ хулинче çĕнĕ шкул пулать

Строительсем çулталăка çитĕнÿпе вĕçлесшĕн. Çĕрпÿ хулинче çак уйăхра шкул çурчĕ туса пĕтермелле. Подряд организацийĕ шанăçа тÿрре кăларĕ-и? Ку ыйтупа Леонид Петров корреспондент кăсăкланчĕ.

Леонид Петров, Михаил Солин    

Строительсем ĕçе кăçалхи  ака уйăхĕнче пикеннĕ. Графикпе килĕшÿллĕн, объекта вĕсен 8 уйăхра туса пĕтермелле. 3 хутлă шкул 1000 ачана йышăнма пултарĕ. Ăна хăпартма федераци, республика тата вырăнти хыснасенчен  529 миллион тенкĕ уйăрнă. 19 миллионне тĕрлĕ хатĕр туянма янă. Вĕренÿ комплексĕ 3 пайран тăрать. Иккĕшĕнче классем, тепринче вара спорт тата акт залĕсем, столовăй пулĕ. Кунта, тĕпрен илсен, хулари пĕрремĕш шкулта вĕренекенсем ăс пухĕç. Çĕнĕ çурта хута яни икĕ сменăпа пĕлÿ илнине пăрахăçлама май парĕ.
 
Кал-кал ĕçлеме аукциона выляса илнĕ ПМК-8 пĕрлешÿ 12 субподряд организацине явăçтарнă. Объектра 278 çын тăрăшать. Халĕ шалти ĕçсене тăваççĕ. Строительсен раштав уйăхĕн 25-мĕшĕччен юлнă 92 миллион тенкĕпе усă курмалла. Çутă тата инженери тытăмĕсене пĕтĕмпех туса пĕтернĕ. Çурта ăшăтма юнашар котельнăй хăпартнă. Çакă строительсене сивве пăхмасăр вăй хума май парать.

Ĕçе тĕрĕс тата тухăçлă йĕркеленĕ. Специалистсем пĕр-пĕрне кансĕрлемеççĕ, типтерлĕ тăрăшаççĕ. 

Район администрацийĕнчи специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, Çĕрпÿри пĕрремĕш шкул та пушă лармĕ. Унта малашне ача сачĕ е хушма пĕлÿ учрежденийĕ пулĕ.