Наци библиотекинче Анатолий Кипечĕн сăвăлла роман-хроникине пахаларĕç

Анатолий Кибеч Чăваш халăх писателĕ 80 çул тултарнă тĕле „Кашни çын вăл – хăй тĕнче“ ятлă сăвăлла роман-хроника çырса пĕтернĕ, ăна пичетлесе кăларнă. Наци библиотекинче асăннă кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ.

Марина Карягина, Вадим Владимиров 
    
„Совет самани арканнă хыççăн чылай çыракан çухалса кайрĕ, эпĕ вара çĕнĕ вăхăта çăмăллăнах кĕтĕм, çĕнйĕркелÿ пулман пулсан манран писатель те тухмасчĕ пуль“, - тет Анатолий Кибеч. Кирпĕч хулăнăш çĕнĕ кĕнеке вулакансене калăпăшĕпе хăратасран, хайлавпа паллашнисем çапла илĕртсе каларĕç: „Паянхи çамрăк çак сăвăлла роман-хроникăна вуласа тухсан, патшалăх çынни пулса тăма пултарать“ имĕш.

Педагогика институчĕн музыка факультетне пĕтернĕ Канаш тăрăхĕн ывăлĕ аспирантура хыççăн Шупашкарти аслă шкулсенче философи, эстетика вĕрентнĕ. 60 ытла ăслăлăх ĕçĕ, çав шутра виçĕ монографи çырнă, 30 ытла илемлĕ хайлав кĕнеки вулакансем патне çитернĕ. „Кашни çын вăл - хăй тĕнче“ хайлавпа çыравçă икĕ çул ларнă. Хăтлава ертсе пыракан Лидия Филиппова ентешĕ палăртнă тăрăх, Анатолий Кибеч те - „хăйнеевĕр пĕр тĕнче“. Вăрçă çулĕсенче ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ ачан, Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕн, 20 çул ытла тăван тăрăхĕн Шупашкарти ентешлĕхне ертсе пырса та хальхи чăваша сăнама май пулнă çыравçăн 21-мĕш ĕмĕр вулаканне каламалли пуçтарăннах ĕнтĕ.

Кибечĕн çĕнĕ хайлавне чи малтан Юрий Сементер вуласа хакланă-мĕн. Пĕрремĕш сăввисене çул паракан та вăлах пулнă.  Анатолий Ильич хăйне литературăра пирвайхи утăмсем тума пулăшнисене яланхилле „хальхи пек çирĕп ăс-тăнпа нумай çул пурăнма“ ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Анатолий Ильичăн хăйĕн те çулне кура мар тăнĕ çирĕп. Халăх умне тухса калаçма, юрласа пама юратакан çыравçă сывлăхне те ÿпкелемест. Хăй пирки кахал, чухăн, хыткукар тенине илтес мар тесе пурăннă çыннăн ĕмĕрĕнче пĕр кун та чирленипе ĕçе тухманни пулман-мĕн. „Сывлăх тăшманĕ – автомобиль, телевизор, компьютер, - тет вăл.  - Кăмпи пур-и, çук-и – вăрманта кун каçни мĕне тарать“. Уншăн литература ĕçĕ те çавах пулас: мĕн çырăнни – пĕрех, алри калем юлашки сывлăшпа пĕрле тухса ÿктĕр. Çавăнпа унăн чунĕ юрлать, мăшăрĕпе юнашар тăрсан сасси пушшех янăравлă тухать.