Хĕллехи урамсемпе шыв шарласа юхать

Коммуналлă аварие пула паян ирхине Шупашкарти темиçе урампа хăш-пĕр çурт картишĕ шыв айне пулнă. Пăтăрмах вырăнĕнче халĕ те юсав пырать.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Çак видеона ирхине ĕçе кайма тухнă çынсем ӳкернĕ. Хула варринчех 10-20 см тарăнăш шывра машинсем кимĕ евĕр ишеççĕ. Пăтăрмах ирхи 8 сехет те 20 минутра пуçланнă. Николаев урамĕнчи 11-мĕш çурт картишĕнче 900 миллиметр сарлакăш сивĕ шыв пăрăхĕ шăтнă. Çавна пула Энгельс, унтан Гагарин урамĕсем юхан шыв пулнă.

Автоинспекторсем çийĕнчех Энгельспа Гагарин урамĕсенчи транспорт çӳревне чарнă. Автобуссемпе троллейбуссене кăна ирĕк панă. Авари вырăнне çăлавçăсемпе ытти ятарлă службăсем çитнĕ. Сиенленнĕ пăрăха хупса ку тăрăхри çуртсене урăх çĕртен шыв пама пуçланă. Урамри çулсене пăрланма парас мар тесе «Дорэкс» пĕрлешӳпе çуртсене пăхакан компанири специалистсем ĕçе пикеннĕ. Магистраль шăтнă вырăнта вара халĕ юсав пырать.

Ĕçлекенсене кунта çĕр айĕнче выртакан пысăк вольтлă электричество пралукĕсем кăна кăштах чăрмав кӳреççĕ. Хваттерсене паракан шыва вара чарма палăртман.