Республика Пуçлăхĕ çамрăк çемьесемпе тĕл пулчĕ

Раççей президенчĕ Владимир Путин 2018 çула Доброволец çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çавна май Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ ыр кăмăллăх проекчĕсенче хастар хутшăнакан çамрăк çемьесемпе тĕл пулчĕ.

Оксана Баскакова

Наци библиотекинче „çавра сĕтел“ тавра йĕркеленĕ калаçура Чăваш Ен ертÿçи паянхи пурнăçра волонтерсен тӳпи пысăк пулнине палăртрĕ. Пухăннисене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Тĕл пулура çамрăксем хăйсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Сăмахран, Надежда Голубовская «Тавах, эс пурришĕн» проекта хутшăнни пирки пĕлтерчĕ. Вĕсем сусăр ачасен ашшĕ-амăшĕн пушă вăхăтне йĕркелеме пулăшаççĕ. Республикăра çамрăксен чи анлă сарăлнă юхăмĕ - студентсен отрячĕсем. Тĕл пулăва хутшăннă 4 çемье   шăпах ĕçленĕ вăхăтра паллашнă. Агния тата Николай Тукмаковсем вара студентсем, хăйсем вĕренекен аслă шкулăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнаççĕ.

Михаил Игнатьев çамрăк çемьесене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине, республика хыснинче те тĕрлĕ çăмăллăх валли укçа-тенкĕ пăхса хунине палăртрĕ. Çирĕп çемье – патшалăх никĕсĕ, пĕтĕмлетрĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ.