Тĕп хулари 12-мĕш шкулта çĕнĕ проект пуçарнă

Чăваш Енре Аттепе анне Çулталăкне халалланă ĕç-пуç малалла пырать. Паян Шупашкарти 12-мĕш шкулта аслă классенче вĕренекенсем валли çемье ыйтăвĕсене халалланă проект пуçланчĕ.
 
Надежда Александрова, Вадим Владимиров

Ăна пуçараканĕ - Олег Волков профессор. Вăл «Çемье менеджменчĕ» кĕнеке кăларнă. Унта çамрăксемшĕн кăсăклă ыйтусене хускатнă: мĕн вăл çемье, унăн пĕлтерĕшĕ мĕнле тата ытти те. Ку проекта ахальтен мар пуçарнă. Шкулсенче халĕ «Çемье пурнăçĕн этикипе психологийĕ» факультативсем иртеççĕ.