12 декабря 2017 13:02   -2°   $59.23 €69.80

07.12.2017 18:18

Чăваш Ен васкавлă пулăшу машинисемпе пуянланчĕ

Васкавлă пулăшу станцийĕ 7 машинпа пуянланчĕ, республикăри ача-пăча больницин поликлиникине вара тĕпрен çĕнетеççĕ. Çак ĕçсене ирттерме укçа-тенке ăçтан уйăрнă тата строительсем графикпе ĕлкĕрсе пыраççĕ-и? Кун пирки пире cывлăх сыхлавĕн  министрĕ Владимир Викторов каласа кăтартрĕ.

Екатерина Фомина, Татьяна Иванова, Никита Углёв

Васкавлă пулăшу машинисене районсене çитерĕç. Ку транспортпа ялти çулсемпе çÿреме меллĕ пулмалла.  Ăна Республика Пуçлăхĕ пулăшнипе туянма пултарнă. Çакна валли   бюджетран 9 миллион çурă тенкĕ уйăрнă.
Республикăри ача-пăча больници те кăçал пысăк парнене тивĕçнĕ. Поликлиника çуртне юсама Раççей Президенчĕн резерв фондĕнчен 26 миллион çурă тенкĕ илнĕ. Халĕ унта строительсем электричество пралукĕсене улăштараççĕ, стенасене якатаççĕ. Канализаци, шыв пăрăхĕсене юсаса пĕтернĕ, çывăх вăхăтра сантехникăна çĕнетĕç. Паллах, ача-пăча валли çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарĕç,  медицина пÿлĕмĕсем те çутăрах, хăтлăрах пулĕç. Çĕршыв Президенчĕн резерв фончĕ пулăшнипе республикăра иртнĕ çулсенче те нумай ĕç тунă.

Ача-пăча больницин поликлиникине вара  строительсен çитес çулхи пуш уйăхĕ тĕлне юсаса пĕтермелле.