«Паха тĕрĕ» музейĕнче уçă алăк кунĕ иртрĕ

Чăвашсен авалхи çи-пуçĕ урлă тăван халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварассине вĕсем хăйсен тивĕçĕ теççĕ. Шупашкарта «Паха тĕрĕ» фабрика музейĕнче пĕрремĕш хут уçă алăк кунĕ иртрĕ. Хăнасен йышĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ.

Алексей Енейкин, Юрий Васильев                                                                       

«Паха тĕрĕ» музей 2009 çулта Кӳкеçре уçăлнă. Кăçал вăл Шупашкара куçса килнĕ. Кунти хăтлă пӳлĕмсенче халĕ чăвашсен иртнĕ ĕмĕрсенчи тум-тирĕпе, тĕрлесе илемлетнĕ чылай капăр япалапа тата çитес çул 95 çул тултаракан фабрикăн историйĕпе паллашма пулать. Уçă алăк кунĕ музея малтанах Ишлейри тата тĕп хуламăрти 53-мĕш шкулта вĕренекенсем килчĕç. Ачасене тĕрĕ вăрттăнлăхĕсем пирки халăх ăсти Зинаида Воронова тата Геннадий Орков искусствовед каласа кăтартрĕç.

Кашни халăх тĕрринчех мĕнле те пулин шухăш вуланать. Чăвашсен вăл уйрăмах тарăн пĕлтерĕшлĕ. Ĕлĕкрен - хушаматсем пулман чухнех кашни йăхăн хăйĕн палли пулнă. Вĕсене тум-тир çине эрешленĕ. Унсăр пуçне арçынпа хĕрарăмăн, ачасемпе ватăсен çи-пуçĕ хăйĕн тĕррипе улшăнса тăнă. Вĕсем çинче несĕлсемпе, пуласлăхпа, тĕнпе  çыхăннă тата ытти кăткăс пĕлтерĕшлĕ паллăсем пулнă. Хăш-пĕр эрешсем мĕне пĕлтернине халĕ те тĕпчесе пĕтереймен-ха. Çакă пулас ăрусемшĕн те кăсăклă пулмалла.
Кунтах уяв хăнисене мастер-класс кăтартрĕç. Ал ĕç ăстисем ачасене тĕрĕ ăсталăхĕн хăш-пĕр ансат меслечĕсене вĕрентрĕç.

Фабрика ертÿçи Наталия Посынкина та аллине йĕппе çип тытса ачасене хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.

Уçă алăк кунĕнче парнесем те пулчĕç. Юрий Матросов ӳнерçĕ музей валли пир çине вĕтĕ тĕрĕпе шăрçаланă авалхи сурпан илсе килнĕ.

Уява килнĕ ачасем чăваш тумне тăхăнса курчĕç. Аслисем ертсе пынипе ĕлĕкхи çын пурнăçĕнчи самантсене сăнларĕç. Тăван халăх пуянлăхне пĕтерме памăпăр, терĕç.