12 декабря 2017 13:02   -2°   $59.23 €69.80

07.12.2017 18:10

Шупашкар районĕнчи 6 тăлăха хваттерсемпе тивĕçтерчĕç

Çутă та ăшă, хăтлă хваттерсен алăкĕсем тинех хуçисем умĕнче яри уçăлчĕç. Çак савăнăçлă та хумхануллă саманта темиçе çул кĕтнĕ. Шупашкар районĕнчи Ишлейре 6 тăлăха хваттер уççисем пачĕç.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров

Тăлăх е ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасене пулăшассине çĕршывра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш Енре те çак ĕç аван пулса пырать. Иртнĕ 5 çулта çеç 1250 тăлăха пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ. Çакна валли республика тата федераци бюджечĕсенчен 1 миллиард та 350 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Шупашкар районĕнче, сăмах май, кăçал 19 çын хваттерлĕ пулнă. Екатеринапа Анна Шурминовасем – аппăшĕпе йăмăкĕ. Малашне вĕсем кÿршĕллĕ, юнашар подъездсенче пурăнĕç. Николай Павлов та тăванĕсемшĕн тунсăхламĕ. Унăн 2 шăллĕне  çулла çак çуртрах хваттерсем панă. Хальлĕхе çамрăк Иваново хулинче пĕлÿ илет.

Тăлăхсене паракан хваттерсенче сивĕ тата вĕри шыв, ăшă, газ плити пулмалла, кухньăпа ваннăя сантехника вырнаçтарса памалла. Ишлейри Советски урамĕнчи 72-мĕш «а» çуртра çакă йăлтах пур. «Ĕçе вырнаçса, çемье çавăрса пурăнма кунта хăтлă майсем тунă», - терĕç çамрăк кил хуçисене саламлама килнĕ хăнасем.

Ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасене патшалăх малашне те пулăшĕ. Вăл шутра тăлăхсем валли хăтлă та паха  çурт-йĕр тăвасси тĕп вырăнта пулĕ.