Чăваш академи драма театрĕнче чи лайăх спектакльсен фестивалĕ пырать

Репертуара чăваш тата ытти халăхсен тĕрлĕ жанрлă хайлавĕсене кĕртнĕ. Эрне тăршшĕпех спектакль лартакансем куракансем умне тухса калаçĕç. Фестиваль 100 çул каялла Максимов-Кошкинский лартнă пĕрремĕш спектакльпе – Островскин „Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн“ хайлавпа – уçăлчĕ.

Марина Карягина, Никита Углев
 
Чи лайăх спектакльсен фестивальне театр кашнинче çавра çулĕсене паллă тунă май, пилĕк çулта пĕрре, ирттерет. Ун пек чухне яланах, хамăрăн авторсен паянхи куна уççăн сăнлакан пьесипе лартнисемсĕр пуçне, вырăс е ют çĕршыв классикине те шута илеççĕ.

Фестиваль вăхăтĕнче кашни спектакль умĕн ăна лартакансем куракансем умне тухса калаçаççĕ. Мускавран ятарласа Полина Богданова театр критикĕ килнĕ. „Халăхăмăрăн кунçулĕ чăваш театрĕпе те çыхăннă“, - терĕ Валерий Яковлев СССР халăх артисчĕ пухăннисене 100 çул каялла Максимов-Кошкинский пуçарса янă сцена ÿнерĕн шăпи çинчен каласа панă май. Ку чăнах та çапла: халăх, çĕршыв пурнăçĕнчи мĕнпур улшăнăва чун-чĕри витĕр кăларса сăнарланă артистсем. Островскин „Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн“ пьесипе пĕрремĕш хут сцена çине тухнă чăваш спектаклĕнче Груша сăнарне Ольга Ырсем калăпланă, тепĕр 50 çултан, шăп çур ĕмĕр каялла, çак тĕп роле Нина Яковлевана шанса панă.

Ольга Ырсем – Нина Яковлева – Надежда Воюцкая – Анна Кудряшова. Тăватă тĕрлĕ артист – тăватă тĕрлĕ Груша. Спектакле кашни тапхăрта паянхилле янăрама меслет тупаканни, паллах, режиссер. Максимов Кошкинский хыççăн хайлава Иван Краснов лартнă, ун хыççăн - Николай Корчаков. Хальхи вара - Наталья Сергееван.

Паян академи драма театрĕн сцени çинче – „Куккуклă сехет“ спектакль. Çитес кунсенче куракансем „Хыткукар“, „Пихампар чунĕ манра“, „Вĕри юнлă çемçе чун“, „Çил-тăманлă каç“, „Ялта“ спектакльсем пăхма пултараççĕ.