Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнче йăла шывĕсем юхса каймалли тытăм тăваççĕ

Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнчи 5 урамра канализаци тытăмне йĕркелеççĕ. Кунта пурăнакансемшĕн çакă тахçанах кĕтнĕ пулăм. Çивĕч ыйтупа хула администрацине çынсем пĕрремĕш хут 2011-мĕш çулта çитнĕ. Инвестици программи пулăшнипе ĕçе «Водоканал» пĕрлешÿ пуçăннă.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров
 
Халиччен Фадеев, Бажов тата ку тăрăхри ытти урамсенче пурăнакансен каяшсене аякка юхтарса яма май килмен. Çакă ырă мар шăршă сарнипе пĕрлех, тавралăха та вараланă.
 
Çынсен харпăр хăйсен канализаци çăлĕсене ятарлă машин чĕнтерсе тасаттарма тивнĕ. Каяшсене пĕрре илсе тухассишĕн 700 тенкĕ тӳлемелле пулнă. Çĕнĕ тытăм хута кайсан, укçа перекетленессе тата экологи лайăхланасса шанаççĕ вĕсем.

Техника шавĕ илтĕнме пуçличчен ку тăрăхри 100 ытла çуртра пурăнакансен нумай тăрăшма тивнĕ. Хăйсен укçи-тенкипе 2014 çулта проект хатĕрленĕ, ăна Патшалăх экспертизи тăвиччен те самай вăхăт иртнĕ. Хула администрацийĕ Кăнтăр поселокĕнче пурăнакансен пуçарăвне ырланă, ăна «Водоканал» пĕрлешĕвĕн инвестици программине кĕртсе укçа уйăрнă. Ĕçе пĕлтĕрех пуçăннă. Пĕтĕмпе 24 миллион тенкĕ тăккалĕç. Тĕп тапхăра вĕçлесен, йăла шывĕ юхса тухакан пăрăхсене хăйсен хуçалăхĕсем патне илсе çитересси кăна юлĕ çынсен. «Ырă улшăнусем хыççăн Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи шкулсене çӳреме çырма урлă асфальт сарса парсан тата аванрах пулĕччĕ», - теççĕ вĕсем.