Çĕрпÿ районĕнчи клуба нумай çул ĕнтĕ хутса ăшăтмаççĕ

Капмар культура çурчĕ пур, анчах та усси сахалрах. Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрварта пурăнакансене клубра ăшă çукки канăç памасть. Мĕншĕн вырăнти артистсен Çĕнĕ çула ăшă тумтире хывмасăр хатĕрленме тивет? Ку ыйтăва Леонид Петров корреспондент вырăна çитсе тĕпчерĕ.  

Леонид Петров, Михаил Солин

Йĕкĕрварти культура çурчĕ республикăри чи пысăккисенчен пĕри шутланать. Анчах та  ĕç-хĕлĕпе пĕр-пĕр пĕчĕк клуба та çитеймест. Капмар çурта 1988 çулта хута янă. Вăл 5 çул кăна йĕркеллĕ ĕçленĕ. 1993 çултанпа ăшă пулманран, кружоксемпе секцисем ирттерме пăрахнă. Ял çыннисем ку çивĕч ыйтăва пĕрре мар çĕкленĕ, тĕрлĕ ведомствăна çырнă.

Культура çурчĕпе Йĕкĕрварсăр пуçне, Кăкар, Кĕсерпуç ялĕсенче пурăнакансем усă кураççĕ. Паллах, тĕрлĕ ĕç пуç йĕркелеççĕ, çынсене те явăçтараççĕ. Çапах та майсем пулманран нумайăшĕ сивĕ клуба пырасшăн мар.

Хĕллехи вăрăм каçсенче кунта тĕл пулусем, ал ăстисен кружокĕсене йĕркелеме хатĕр. Вырăнти артистсем те хавхаланса ĕçлĕччĕç. Хальлĕхе вĕсен репетицисене çĕлĕксемпе алсишсене хывмасăр ирттерме тивет. Сивĕре юрăçсен час-час шăнса пăсăласси те пулать. 

Республика программипе килĕшÿллĕн, культура çурчĕн тăррине 5 çул каялла çĕнетнĕ. Анчах та çурта хутса ăшăтманнипе стенисем çурăлма тытăннă. Акт залĕнче вара мачча йăтăнса анма пуçланă. Çынсем шикленнипе 2 çул каялла сценăна  фойене куçарнă. Клуб ял тăрăхĕн харпăрлăхĕнче шутланать. Чи кăсăкли, администраци те çакăнтах - иккĕмĕш хутра вырнаçнă. Шел пулин те, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вырăнта пулмарĕ.

Эпир ăна çавах та Çĕрпÿре тупрăмăр. Владислав Семенов ăшă ыйтăвне татса париччен малтан чÿречесене улăштармаллине палăртрĕ.

Çурта  газпа ăшăтма  ял тăрăхĕшĕн питĕ тăкаклă. Çавăнпа та электричество вăйĕпе усă курас тĕллевлĕ. Çĕнĕ тытăм валли,  унта вара ăшăпа пĕрлех шыв та кĕртесшĕн, сахалтан та 800 пин тенкĕ кирлĕ.  Проекта ырласан ĕçсене çитес çулах пуçламалла.