Республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансер çавра çулне çĕнĕ тĕллевсемпе кĕтсе илнĕ

Республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансер йĕркеленнĕренпе 80 çул çитрĕ. Малтан çак больницăра 15 вырăн пулнă пулсан, халĕ çĕршер çын сипленме пултарать. Тухтăрсем кунран-кун çĕнĕ технологисене алла илеççĕ. Сиплев учрежденийĕн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ тата малашнехи тĕллевĕсем пирки –  пирĕн сюжетра.

Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Никита Углев

80 çул каялла туберкулез чи анлă сарăлнă та хăрушă амаксенчен пĕри шутланнă. Йывăр чирлисене сайра хутра çеç ура çине тăратма май килнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче диспансер республика шайĕнче ĕçлеме пуçланă, тухтăрсем сиплев ĕçĕнче çĕнĕ меслетсем алла илнĕ. Ун чухнех Чăваш Енре куçса çÿрекен флюорографсем пулнă. Диспансерта çур ĕмĕр ытла ĕçлекен Иосиф Марголис рентгенолог çав вăхăта аван астăвать. Машин çине тиесе ялсем тăрăх çÿрекен техника вырăнне цифрăллă хатĕр шутласа кăларни пĕлтерĕшлĕ пулăм, тет вăл. Паянхи кунччен те флюорографи чире тупса палăртмалли чи шанчăклă меслет шутланать. Туберкулезпа чирлес мар тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, ĕçпе канăва тĕрĕс йĕркелемелле тата кирлĕ пек апатланмалла. Зинаида Табакова аслă медсестра диспансерта 1971 çултанпа ĕçлет. Медицина училищинчен вĕренсе тухсанах кунта килнĕ вăл.  Çулĕсене кура мар компьютерпа «пĕр чĕлхе тупма» пултарнă. Ĕçе тĕплĕн пурнăçланăшăн, ырă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ ăна.

Ачасене туберкулезран прививка хÿтĕлет. Анчах ăна ытти çĕршывра Раççейри пек çирĕп йĕркепе тумаççĕ. Çавăнпа та тĕнчере туберкулезпа чирлĕ миллион ачаран 25 пинĕшĕ вилет. Пирĕн çĕршывра çакнашкал инкек сайра хутра пулать. Республика диспансерĕнче ачасем хăш чухне темиçе уйăх та ирттереççĕ. Çавна май  тухтăрсем вĕсен сиплев вăхăтне аван йĕркелес тесе тăрăшаççĕ. Чăваш Енре çак чире вăхăтра тупса палăртас тата сиплес енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.

Çывăх вăхăтра диспансер клиника ятне илĕ, Хусанти медицина академийĕн наука бази пулса тăрĕ. Тĕнчере вара туберкулеза хирĕç кĕрешмелли çĕнĕ майсем шыраççĕ, эмел тĕрĕслеççĕ.