Елчĕкре спорт фестивалĕ иртрĕ

Елчĕкри спорт шкулĕ уçăлнăранпа 35,  «Улăп» сывлăх комплексĕ хута кайнăранпа вара 10 çул çитрĕ. Çакна сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем спорт фестивалĕ йĕркелесе паллă турĕç. Уявра пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулса курчĕ.
 
Оксана Баскакова, Вячеслав Ильин
 
Фестивале хутшăнакансем «Улăп» физкультурăпа спорт комплексне уяв пуçланиччен чылай маларах пуçтарăнчĕç. Çамрăк спортсменсене регистраци тухма, ветерансене вара ĕçтешĕсемпе тĕл пулса калаçма вăхăт кирлĕ-çке. Елчĕкри спорт шкулне 2005 çулта олимп чемпионĕн Ардалион Игнатьевăн ятне панă. Сăмах май, 35 çул каялла республикăри  районсенче 5 спорт шкулĕ çеç ĕçленĕ. Елчĕкри - 6-мĕш пулнă.  Çак тапхăрта унтан 100 ытла СССР тата Раççей спорт мастерĕ, 200 ытла спорт кандидачĕ тухнă.

 Ăмăртусене йывăр атлетсем уçрĕç. Спорт мастерĕн нормативне чи малтан 1983-мĕш çулта Юрий Балтаев пурнăçланă. Спорт ветеранĕ уявра çамрăксен çитĕнĕвĕсемпе савăнса ăнăçу сунчĕ.

Хальхи вăхăтра Елчĕкри спорт шкулĕнче пин те пилĕкçĕр ытла  ача ăсталăхне туптать. Унта район центрĕнчен çеç мар, ытти ялсенчен те çÿреççĕ. Кунта пулас атлетсене 7 спорт тĕсĕпе  хатĕрлеççĕ.