Чăваш фильмĕ чикĕ леш енчи кинофестивале хутшăннă

Иерусалимра араб çĕршывĕсен кинофестивалĕ иртнĕ. Кăçал унта пĕрремĕш хут Чăваш Енре ӳкернĕ фильм хутшăннă.

Алексей Енейкин

Нумай пулмасть Шупашкарти пĕтĕм чăвашсен «Асам» 3-мĕш кинофестивалĕнче Палестина çыннисемпе çыхăннă 3 фильм кăтартнăччĕ. Ун чухне Чăваш Енри Азипе Африка халăхĕсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Бассам Аль-Балауи республикăри кинематографистсен пуçлăхĕпе чăвашсен фильмне аякри çĕршывсенче кăтартма калаçса татăлнă. Унтан Палестинăпа ятарлă килĕшӳ тунă.

Араб халăхĕсен кинофестивалĕ пирвайхи хут 2008 çулта пулнă. Унтан ăна Египет, Марокко, Тунис, Алжир тата ытти çĕршывра ирттернĕ. Иерусалимра вара вăл иккĕмĕш хут. Пирĕн çĕршыв унта пĕрремĕш хут чăваш фильмĕпе хутшăннă. Фестивале Юрий Сергеев режиссер ӳкернĕ «История великого народа» картина тăратнă.

Иерусалимри кинофестивале кăçал 70 ытла фильм хутшăннă. Чăвашсем ӳкернĕ кино ятарлă диплома тивĕçнĕ. Бассам Аль-Балауи каланă тăрăх, пирĕн республикăра хатĕрленĕ фильмсен унта малашне те хутшăнма май пулĕ.