12 декабря 2017 13:10   -2°   $59.23 €69.80

05.12.2017 20:10

Вĕсем ырă ĕç тума яланах хатĕр

Паян -  волонтерсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Чăваш Енре те ку юхăм лайăх аталаннă. Вун-вун тĕрлĕ пĕрлешÿ пĕртен пĕр тĕллевпе  – йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшас тесе ĕçлеççĕ. Вероника Павлова корреспондент «Тавах, эсĕ пурришĕн» проект хастарĕсемпе тĕл пулчĕ.  
 
Вероника Павлова, Вадим Владимиров 

Çичĕ çулти Аня пĕрремĕш класра вĕренет, ашшĕ-амăшне лайăх паллăсемпе савăнтарать. Хĕр пĕрчи пластилинран тĕрлĕ кÿлепе тума тата ÿкерме кăмăллать. Çав вăхăтрах çемье йывăр чире хирĕç кĕрешет – Аня мĕн пĕчĕкрен шалкăм çапнипе аптрать. Апла пулин те Долговсем пуç усмаççĕ, хĕрне сыватма тăрăшаççĕ. Тăватă операци хыççăн Аня утма пуçланă. 

Çемьене йывăр чирлекен ачапа унта-кунта тухса çÿреме кансĕр.  «Тавах эсĕ пурришĕн» проект хастарĕсем шăпах ашшĕ-амăшне вăхăта усăллă та кăсăклă ирттерме пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, театра, бассейна тÿлевсĕр çÿреме майсем туса параççĕ. Çав вăхăтра ачисене волонтерсем пăхаççĕ. Çапла ашшĕ-амăшне кулленхи йывăрлăхсем пирки  манма пулăшаççĕ.
 
Проекта 60 яхăн волонтера явăçтарнă. Вĕсене малтанах йывăр чирлекен ачасемпе ĕçлеме вĕрентнĕ, тĕрлĕ мастер-класс ирттернĕ. Кирилл Айкин 2-мĕш курс студенчĕ, тухтăр пулма ĕмĕтленет. Каччă çынсене пулăшма яланах хавас. Волонтер ĕçĕ ман чуна пуянлатать, тет вăл. «Тавах эсĕ пурришĕн» проект 5-мĕш уйăх пурнăçланать. Çак вăхăтра унта 30 ытла çемье хутшăннă. Волонтерсене кашни килте тăвансем пекех йышăнаççĕ. Халĕ хастар çамрăксем Çĕнĕ Çула хатĕрленеççĕ. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесене асамлăха ĕненме пулăшаççĕ. Çакăншăн вĕсем нимĕн те ыйтмаççĕ, ырă сăмах темрен те паха, теççĕ.