Афганистанри вăрçă инваличĕсен пĕрлешĕвĕн спартакиади иртрĕ

Сусăрсен кунне халалласа Афганистанри вăрçă  инваличĕсен пĕрлешĕвĕнчи хастарсем йăлана кĕнĕ спартакиадăна пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнипе пĕрлех кулленхи пурнăçра канăç паман ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Леонид Петров

Спартакиада Коопераци институчĕн спорт залĕнче иртрĕ. Унта Афганистан, Чечен вăрçисенче пулнисем тата ытти „хĕрÿ вырăнсенче“ çар тивĕçне пурнăçланă салтаксем хутшăнчĕç. Нумайăшĕ çемйипех килнĕ. Пухăннисене Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов, «Доблесть» обществăлла пĕрлешĕвĕн ертÿçи Владимир Яковлев тата ыттисем саламларĕç. Паянхи кун та стройра пулнишĕн, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартнишĕн тав турĕç.

Тĕл пулу пĕр-пĕрне нумай çул курман туссене пĕрлештерчĕ. Геннадий Прохоров та салтакри юлташĕсене тупнă.

Афганистанри вăрçă инваличĕсен республикăри организацийĕ 16 çул сусăрсемпе ĕçлет. Вăл хальхи вăхăтра 600 ытла çынна пĕрлештерет. Валерий Петров Сывлăш десант çарĕнче службăра пулнă. Афганистанри пĕр хаяр çапăçура унпа юнашар мина сирпĕннĕ. Вăл йывăр суранланнă, суккăрланса юлнă. Апла пулин те ветеранăн чунĕ хуçăлман. Паян вăл  ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнса пурăнать, кабельсем тăвакан предприятире тăрăшать. Юлташĕсемпе яланах çыхăну тытать.

Пĕрлешÿ сусăрсен пурнăçне çăмăллатма тĕрлĕ май шырать. Ĕçпе тивĕçтерес, сывлăхне çирĕплетес ыйтусене тимлĕх уйăрать.

Ветерансем тĕрлĕ ăмăртура тупăшса çирĕп кăмăллă пулнине кăтартрĕç. Апла пулсан вĕсенчен тĕслĕх илмелли çеç юлать.