Йĕпреç районĕнчи шуркассисем çутă ĕмĕтпе пурăнаççĕ

Ялсене аталантармалли патшалăх программи пулăшнипе районсенчи çулсем майĕпен çĕнелсе пыраççĕ. Анчах та ырă улшăнусене нумайăшĕ чылай вăхăт кĕтеççĕ. Йĕпреç районĕнчи Шуркассинче пурăнакансем те хăçан та пулин ялта такăр çул пуласса шанаççĕ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Кăçалхи çул çумăрлă пулнăран, çу каçа яла пĕр машин та кĕреймерĕ, теççĕ шуркассисем. Йĕркеллĕ çулсем çукки кулленхи пурнăçра самай йывăрлăх кăларса тăратнă.

Вăрман халăхĕ хăйне тĕнчерен уйăрса хăварнă пекех туять. Çур ĕмĕр каяллах кунти икĕ урамри 150 хуçалăхра пурнăç вĕресе тăнă пулсан, паян пĕтĕмпе те 30 çуртра кăна пурăнаççĕ. Пĕр урамра вара пĕр çын анчах тăрса юлнă. Ял аталанăвне чаракан кăлтăксенчен пĕри шăпах çул çукки пулса тăнă. -Ватăсемпе чирлĕ çынсене васкавлă пулăшу машини патне те ял пуçне наçилккепе йăтса тухатпăр,- теççĕ.

Ялта кăçал çул юсаççĕ текен сăмах тухнă. Анчах та ĕç-пуç сас-хураран малалла кайман. Нумай пулмасть, кунта çул тунă чух шыв юххи хурса хăварма тесе 2 пысăк пăрăх килсе пăрахнă. Хĕлле çитнĕ май халăх каллех пăшăрханма тытăннă. Пысăк Упакасси ял тăрăхĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Шуркассинче кăçал пĕве çывăхĕнчи 30 метр çула кăна çĕрпе тикĕслесе якатма палăртнă. Укçи-тенкине вырăнти хыснаран тата çул-йĕр фондĕнчен кăштах уйăрнă.

Ку ĕç, паллах, ыйту çивĕчлĕхне пĕтермест. Яла кĕрсе тухма йĕркеллĕ çул кирлех, теççĕ шуркассисем. Проект туса патшалăх программине кĕме ĕмĕтленеççĕ.

Хăтлă çул пуласса кĕтекен халăх ял мĕнле те пулин ан пĕттĕрччĕ тет. Хальлĕхе кунта пурнăç тăвас текен çамрăксем те, шкула çӳрекен ачасем те пур-ха.