Шупашкарта хальхи медицина центрĕ тăваççĕ

Тĕп хулари Ленин проспектĕнче çĕнĕ медицина центрĕ тăвассипе малалла ĕçлеççĕ. Пĕр вăхăт строительсем графикрен юлнă пулин те, халĕ планпа килĕшÿллĕн тăрăшаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ объектра лару-тăру мĕнле пулнипе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ.

Леонид Петров, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров, Никита Углев

Çак кадрсене юпа уйăхĕн варринче ÿкернĕ. Кĕркунне кунта свайсем çапнăран пĕтĕм таврана шав илтĕнсе тăнă. Халĕ строительсем кăшкарне купалама пуçланă.  Медицина центрне тăвас ĕçре укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çук, графикрен юлни коммуникацисене куçарнипе çыхăннă, пĕлтерчĕ республикăн Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов. Инженери тытăмĕпе çыхăннă ыйтусене паянхи куна татса панă. Кунта кĕçех икĕ 4 хутлă тата пĕр 5 хутлă çуртсем ÿссе лармалла. Пациентсене терапевтсем тата ытти специалистсем йышăнĕç. Поликлиникăра çавăн пекех анализсем пама, диагностика тума пулĕ.  Унсăр пуçне диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕ ирттермелли ятарлă уйрăм уçĕç. Çĕнĕ поликлиникăпа ытларах хулан тĕп пайĕнче пурăнакансем усă курĕç. Вăл тăрăхра 25 пине яхăн çын пурăнать. Унсăр пуçне Осипов ячĕллĕ больницăран 18 пин пациента куçарĕç.  Медицина центрĕ хута кайсан хулан тĕп поликлиникин ĕçĕ çăмăлланĕ. Унта халĕ 80 пин çын сывлăхне асăрхаса тăраççĕ. Республикăри медицина тытăмĕнче улшăнусем тата пулаççĕ. Раççей президенчĕ Владимир Путин çак кунсенче çĕршывăн аталану тĕп çул-йĕрне палăртнă май, сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрнăччĕ.

Çĕнĕлĕхсем Чăваш Ене те пырса тивеççĕ.  Программăна 3 çуллăха пăхса хунă. Çак тапхăрта çĕршывĕпе 30 миллиард тенкĕ тăккалама палăртаççĕ.