Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсене йышăнчĕ 

Халăх ыйтăвĕсем – тĕп вырăнта. Паян Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин председателĕн Дмитрий Медведевăн йышăну пӳлĕмĕнче çынсемпе тĕл пулчĕ.

Алексей Енейкин, Сергей Янин

Малтанах Михаил Игнатьев Шупашкарта пурăнакан Елена Ногаевана йышăнчĕ. Хĕрарăм пысăк тĕллевпе килнĕ. Тĕп хуламăрти Улатăр çулне чукун çул каçăвĕ таран каçсерен çутатма ыйтать. Тĕттĕм вăхăтра вăл вырăнтан нумай çын иртсе çӳренине калать. Республика ертӳçи çак ыйтăва çитес çулхи юпа уйăхĕччен татса пама май пуррине пĕлтерчĕ. 4 çухрăм та 816 метр тăршшĕ çула çутăпа тивĕçтермешкĕн 11 миллион тенкĕ кирлĕ. Укçан 50 процентне федераци парать, çуррине вырăнти бюджетран уйăраççĕ. Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнелте пурăнакан Людмила Макарова та ял халăхне канăç паман ыйтупа килнĕ.

Республикăри ялсене аталантармалли патшалăх программипе Хырай Ĕнелĕнче çитес вăхăтра 150 çын вырнаçмалăх культура çурчĕ хута яма йышăннă. Палăртнă ĕçсене тумашкăн проектпа килĕшӳллĕн 15 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Муркаш районĕнчи Кăпасран килнĕ Лира Гаврилова вара ялти кивелнĕ шыв пăрăхĕсене çĕннисемпе улăштарсан лайăхчĕ,- тет.

Çухрăм ытла тăсăлакан шыв пăрăхне çĕнетме 800 ытла пин тенкĕ кирлĕ пулать. Çакна çитес çулхи район бюджетне çирĕплетнĕ чух шута илĕç. Вăрнар тăрăхĕнчи Кивьял Хапăсра пурăнакан Елена Карпова  ялти çĕнĕ урамра газ çуккипе тарăхнине пĕлтерчĕ. Çынсен паян кун та кăмака хутса пурăнма тивет. Çăмăллăхсем пулманран ку урамра пурăнакансем те сахал. Газ кĕртсе парсанах чылай çемье кунта куçма хатĕр.

Кивьял Хапăсри 47 хуçалăх патне газ пăрăхĕ илсе пыма 3 миллион та 500 пин тенкĕ кирлĕ. Вырăнти халăх хастар пулсан ĕçсене çитес çулхи кĕркуннеччен вĕçлемелле.