Çĕршывра инвалидсен федераци реестрне пухса хатĕрленĕ

Унпа усă курма пуçланă та ĕнтĕ. 2018 çулта туллин ĕçе кĕртесшĕн. Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче çĕнĕ  информаци йĕркин майĕпе паллаштарчĕç.
 
Лидия Галактионова, Александр Осипов, Владимир Синдеев

Инвалидсен федераци реестрĕ патшалăхăн чи анлă информаци хатĕрĕ. Унта сусăр çынсем çинчен пĕлтерекен тулли сведени пухнă. Информаципе тивĕçтерекенсем – тĕрлĕ министерствăпа ведомство тата ĕç тăвакансем. Кăтартусемпе кирек хăш вăхăтра та усă курма юрать.

Чăваш Енре пурăнакан 84 пин те 800 инвалид федераци реестрĕнчен паянах тĕрлĕ информаци пĕлме пултарать. Республикăмăр Пенси фончĕпе тĕрлĕ организаци сывлăха сыхлас енĕпе харăс ĕçлеттерекен проекта хутшăнать. Çавăнпа та реестрта медицинăпа паллиативлă пулăшу пирки, санаторисемпе курортсенче сывлăха юсамашкăн тата эмелпе тивĕçтерме май пуррине пĕлме пулать. Раççейре вара кун евĕр çăмăллăх çитес çул кăна хута кайĕ.
Çĕнĕ информаци йĕрки республикăпа çыхăннă документсемпе чăрманмасăрах инвалидсене электронлă мелпе тĕрлĕ тÿлев куçарса пама пулăшать. Чăваш ЕН çĕршывăмăрти 12 регионпа пĕрле хутшăнса çĕнĕ йĕркепе ĕçлемешкĕн хăнăхать.

Федераци реестрĕн сайтĕнче «Инвалидăн харпăр хăй пÿлĕмне»  хатĕрлесе хута янă. Унпа усă кураканĕ тĕрлĕ ведомствăран пулăшу илме, çавăн пекех уйăрса панă укçа пирки, реабилитаципе абилитаци çинчен, харпăр хăй программине пурнăçлани çинчен пĕлме тата хирĕç пулăшупа тивĕçтернине пĕлтерме пултарать. Инвалидсен федераци реестрĕн ĕçне тăвакансем çĕнĕ йĕрке сусăр çынсене пулăшу кӳрессин пахалăхĕпе хăвăртлăхне ӳстерессе шанаççĕ. Унта кăтартнă пĕлӳ ресурсĕ малалла лайăхлансах пырĕ.