Чăваш Енре сусăрсен спорт фестивалĕ иртрĕ

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ çывхарса килет. Ăна кашни çулах  раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çавна халалласа Чăваш Енре спорт фестивалĕ иртрĕ. Вăл чирлисен çивĕч ыйтăвĕсене ытларах тимлĕх уйăрма пулăшать.
  
Оксана Баскакова, Зинаида Паршагина, Виктор Степанов

Йăлана кĕнĕ фестиваль олимп резервĕн 3-мĕш шкулĕнче иртрĕ. Кунта сусăр çынсем валли спортпа туслашма  тĕрлĕ май пур. 

Çăмăл атлетика манежĕнче чупас енĕпе ăмăртрĕç. Унта кӳмепе çӳрекенсем те хутшăнма пултарчĕç. Сĕтелçи теннисла вылякансем хушшинче те хĕрӳ тупăшу пулчĕ. Дартса,  шашкăпа шахмата кăмăллакансем те йышлăн пухăннă. Республикăри инвалидсен пĕрлешĕвĕ тĕрлĕ вăйă хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсемпе мастер-классенче паллаштарчĕç. Фестивале хутшăнакансене уйрăмах Джакколо, шаффлборд тата новус килĕшрĕç.

Пурте ăмăртусем килĕшнине палăртрĕç. «Фестиваль пĕр-пĕринпе паллашма, чир-чĕрсем çинчен вăхăтлăха манма май парать», - теççĕ сусăрсем. Чи пултаруллисене медальсемпе хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕç.