Чи пултаруллă çăлавçăсене тата вĕсене пулăшакансене чысларĕç

Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри управленийĕнче çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе профессире чи пултаруллисене чысларĕç. Çак кунсенче «Созвездие мужества»  фестивалĕн республикăри тапхăрĕ вĕçленчĕ. Лауреатсемпе Владимир Тимофеев паллаштарать.
        
Владимир Тимофеев, Вадим Владимиров

Фестивале пĕтĕмлетекен уява чи хăюллă та хастар çăлавçăсем пухăннă. Вĕсен тĕп тивĕçĕ – инкеке лекнĕ çынсене пулăшасси. Савăнăçлă пухăва Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов уçрĕ.  Вăл фестиваль çулсерен вăй илсе пынишĕн, унта хутшăнакан хастарсен шучĕ ÿснишĕн хавхаланнине  пĕлтерчĕ. Çакна çĕнтерÿçĕсен чыславĕ те çирĕплетрĕ. Çулăма хирĕç кĕрешекенсем хушшинче „чи лайăххи“ ята 5-мĕш пушар чаçĕнче тăрăшакан Денис Никифоров прапорщик тивĕçрĕ. Чи ăста караул ертÿçи вара 3-мĕш хут Евгений Долгов пулчĕ. Аслă лейтенант  тĕп хулари ятарлă пушар чаçĕнче вăй хурать.

Етĕрне районĕнчи Тури Ачак каччи шкулта вĕреннĕ чухнех çăлавçă пулатăп тесе тĕллев лартнă. Çăмăл мар ĕçе вăл Шупашкарти 4-мĕш пушар чаçĕнче пуçланă.  Çамрăка тÿрех караул пуçлăхĕн тивĕçне шанса панă. Пултаруллă специалиста кĕçех пушара хирĕç кĕрешекен ятарлă ушкăна йыхравланă.   

Уявра çавăн пекех хăрушсăрлăх тытăмĕнчи чи лайăх специалиста, дежурнăя, инспектора тата водителе чысларĕç. Унсăр пуçне халăхра ăнлантару ĕçне сарассиипе тăрăшакансене палăртрĕç. Вĕсен йышĕнче журналистсем çеç мар, ачасем те пулчĕç. Чи кĕçĕнни - 5 çулти София Никитина. Вăл радиокăларăмсем ертсе пырать.

Хисепе тивĕçнисен йышĕнче пирĕн ĕçтешсем те пулчĕç. Чăваш радиори Оксана Верликовапа Галина Вастрюкова редакторсем, телевиденири Леонид Петров корреспондентпа Вадим Владимиров телеоператор. Çĕнтерÿçĕсене ятарлă паллăсем парса хавхалантарчĕç.