Шупашкарта регбол чемпионатне хатĕрленеççĕ

Регбол енĕпе Раççей чемпионачĕ пуçланиччен уйăхран та сахалрах вăхăт юлчĕ. Кăçал вăл Чăваш Енре иртĕ. Аса илтеретĕп, 2001-мĕш çулта пирĕн команда Раççей чемпионĕ пулнăччĕ. Пĕлтерĕшлĕ турнира республикăри атлетсем мĕнле хатĕрленнине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ сăнарĕ.

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин

Спортсменсем «Спартак» спорт шкулĕнче пуçтарăнчĕç. Тренерсем тата республикăри регбол федерацийĕн ертӳçисем пĕрлештернĕ ушкăна кĕме юрăхлисене суйласа илме вăйă ирттерчĕç.

Хире хирĕç вылякан командăсене йăлана кĕнĕ йĕркепе уйăрчĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем «Барс», ытти спорт тĕсĕнчи атлетсем «Олимп» ушкăнсене пĕрлешрĕç. Юлашки хут кун пек тĕл пулу виçĕ уйăх каялла иртнĕ. Çавăнпа спортсменсем тунсăхласа çитни туйăнчĕ, вĕсем тÿрех пĕтĕм вăйран тупăшрĕç. Пуçламăш матч пулнăран, йĕркелÿçĕсем ăна çăмăлрах ирттерес терĕç. Çавăнпа икĕ тайм 25-шер минут вылярĕç. Апла пулин те спортсменсем те, куракансем те кăмăллă юлчĕç. Матч 13:11 шутпа «Олимп» çĕнтернипе вĕçленчĕ.