Шупашкарта тĕрлĕ профессире чи пултаруллисене палăртрĕç

Вĕсем хăйсен ĕçне чунтан юратса тăваççĕ. Шупашкарта професси ăсталăхĕн конкурсĕсем пулчĕç. Чи лайăх апат пĕçерекен, инженер тата программист ята кам тивĕçнине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пĕлет.

Екатерина Фомина, Вероника Павлова, Анастасия Евгеньева, Наталия Егорова, Михаил Солин, Вадим Владимиров


Инженерсен тупăшăвне республикăра пĕрремĕш хут ирттернĕ. Ăна Экономика аталанăвĕн министерстви йĕркеленĕ. Конкурса тĕрлĕ шайри 25 специалист хутшăнчĕ. Нумай çул ĕçлекенсемпе пĕрлех çамрăксем те хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Екатерина Кириллова вара пĕртен пĕр хĕр пулчĕ. Çирĕм çичĕ çулти специалист заводра ертсе пыракан инженерта тăрăшать. Ку ытларах арçын ĕçĕ пулни çамрăка хăратмасть. Пухăннисем тĕрлĕ хăнăхтарура тупăшрĕç. Вăл шутра чертежсемпе эскизсене ăнланнине кăтартма, текстсене акăлчанран вырăсла куçарма тиврĕ. Ăста специалистăн пур енчен те маттур пулмалла.

Республикăри кулинарсен пĕрлешĕвĕ вара шкулти поварсем хушшинче чи пултаруллине суйларĕ. Çак ята тивĕçессишĕн Шупашкарти 37-мĕш шкулта 19-ăн тупăшрĕç. Ăстасем тÿресене чи малтан килте пĕçерсе килнĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç. Вăл тутлă çеç мар, илемлĕ те пулмалла.

Чи кăсăклă конкурссенчен пĕри – ал айĕнчи тĕрлĕ çимĕçрен апат хатĕрлесси. Тупăшакансемшĕн ку кĕтменлĕх пулмарĕ. Вĕсем куллен пин-пин ачан ыйтăвне тивĕçтереççĕ.

Поварсем ачасем мĕн çиме юратнине лайăх пĕлеççĕ. Менюра усăллă апат çеç. Çакна республикăри кулинарсен пĕрлешĕвĕ тĕрĕслесех тăрать Вĕренекенсем те хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Çак ĕçе мĕн пĕчĕкрен явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ, теççĕ конкурса йĕркелекенсем. Тупăшу пĕтĕмлетĕвĕпе тĕп хулари 37-мĕш шкулăн ушкăнĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. «Чи лайăх повар» ята вара 53-мĕш шкулта тăрăшакан Мария Николаева тивĕçрĕ.