Шупашкар районĕнчи Янăш шкулĕ 110 çул тултарчĕ

Шупашкар районĕнчи Янăшри вăтам шкул никĕсленнĕренпе 110 çул çитрĕ. Çулĕпе аслă пулин те, ку вăл республикăри чи çĕнĕ вĕренÿ учрежденисенчен пĕри. Унта пĕлÿ илме 16 ялтан ачасем çÿреççĕ. Çак кунсенче юбилее халалласа шкулта уяв пулчĕ. Педагогсене тата вĕренекенсене кунта хăй вăхăтĕнче ăс пухнă Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Янăшра пĕлÿ çурчĕ 1907 çулта уçăлнă. Малтан вăл земство училищи пулнă. Икĕ пÿлĕмлĕ йывăç çуртра 20 ача вĕреннĕ. Совет самани тапхăрĕнче аталанса, çĕнелсе пынă. Янăш шкулĕн хальхи çуртне 2015 çулта хута янă. Вăл вĕренÿ тата спорт центрĕ пулса тăнă. Кунта таврари ялсенчи 117 ача вĕренет. Шкул çулне çитменнисем валли  сатик йĕркеленĕ. Унта 40 ача çÿрет. Хăтлă учрежденире вĕренме кăна мар, сывлăха çирĕплетме те пулать. Кунта тренжер тата кĕрешÿ залĕсем пур. Кану кунĕсенче ял çыннисем хаваспах бассейна çÿреççĕ. Шкулта кире пуканĕ йăтасси те аталаннă. Ку спорт енĕпе каччăсем çеç мар, хĕрсем те хастар.
Шкул программине ытларах техника дисциплинисене кĕртнĕ. Уявра ачасене робототехника енĕпе мастер-класс кăтартрĕç.

Кунта ăста, хăйсен ĕçне чунтан юратакан педагогсем ĕçлеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Янăш шкулĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине палăртрĕ, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансене алла çыхмалли сехетсем тата Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. 

Шкул историне тата паянхи пурнăçне халалласа анлă курав йĕркеленĕ. Вăл янăшсем иртнипе çеç мар, пуласлăхĕпе те мăнаçланма пултарнине кăтартать.