Ача усрава илнĕ çемьесен форумĕ

Ачасене усрава илнĕ çемьесем епле пурăнаççĕ тата вĕсен мĕнле йывăрлăхсем пулнине паян республика форумĕнче сÿтсе яврĕç. Кăçалхипе вăл пиллĕкмĕш хут иртрĕ.  

Екатерина Фомина, Мария Никифорова, Михаил Солин

Форумра ашшĕ-амăшне калаçма,  йывăрлăхсемпе çитĕнÿсене сÿтсе явма 10 лаптăк йĕркеленĕ. Вĕсене  ача усрава илнисем çеç мар, çак яваплă утăма тума шутлакансем те хутшăнчĕç. Пĕтĕмпе 500-е яхăн çын пухăннă. Форума психологсемпе педагогсене, ытти регионти экспертсене йыхравланă. Аслисем хăйсене пăшăрхантаракан кăткăс ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕсем вара сахал мар: çĕнĕ çынна çемьере йышăнма мĕнле хатĕрленмелли, ачасем вăрлани,  килтен тухса тарни е урăх киревсĕр ĕç туни, чирлени -  тата ытти те.

Форума хутшăнакансем пĕр -пĕрне лайăх пĕлсе çитнĕ. Вĕсем ача усрава илекенсен ятарлă шкулĕнче паллашнă. Чăваш Енре вăл 2008 çултанпа ĕçлет. Эльвира Афанасьева форума Элĕк районĕнчен килнĕ. Унта хастар хĕрарăм ача усрава илнĕ çемьесен  клубне ертсе пырать. Хăй те вăл виçĕ ачана кил ăшши парнеленĕ.

Çакнашкал форум ирттерни ача усрава илекенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, специалистсемпе куçа-куçăн калаçма май пур вĕсен. Тăлăхсене, ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнисене çемьере çитĕнме майсем туса парасси аслисен тивĕçĕ. Сăмах май, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Указĕпе килĕшÿллĕн çитес вунă çула çĕршывра ачалăха халалланă.