Алексей Кокель „Чайнăйра“ ÿкерчĕкне ăсталанăранпа 105 çул çитрĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн пултаруллă ÿнерçи, Европăра палăрнă чăваш художникĕ Алексей Кокель хăйĕн малтанхи „Чайнăйра“ картинине 105 çул каялла çырнă. Чăвашсен профессиллĕ шайри ÿкерÿ искусстви çакăнтан пуçланса кайнă тесе калаççĕ. Çав ятпа Наци библиотекин „Кĕмĕл ĕмĕр“ галерейинче Алексей Кокель çуралса ÿснĕ Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче Раççей, Украина, Беларуç художникĕсем ÿкернĕ хайлавсен куравĕ уçăлчĕ.

Марина Карягина, Виктор Степанов       

105 çул каялла чăвашсен ÿкерÿ ÿнерĕ пуçланса кайнине халалласа Алексей Кокелĕн ентешĕсем, Александр Мефодьев сăвăçпа Николай Эриванов композитор, юрă çырнă. Морис Яклашкин ертсе пыракан академи капелли ăна художниксене халалланă гимн пек янраттарчĕ. Кокельпе пĕр ялта ÿснĕ Владимир Васильев культурологи докторĕ Патăрьел çĕрĕ çитĕнтернĕ пултаруллă çынсемпе пĕрле чăвашсен пĕрремĕш художникĕн еткерне пуçтарса килес ăрусене парса хăварас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвать. Курава Патăрьел районĕнчи Турханта вунпĕр çул вăл йĕркеленипе ирттернĕ пленэрта ÿкернĕ ĕçсене тăратнă. Картинăсенче – 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи анатри чăваш сăнарĕ, вăл тăван культурăна епле упрани, Патăрьел çĕрĕн улăх-вăрманĕ, вăхăт чĕмĕ. Çак пуçарăва пула аслисен анчах мар, шкул ачисен те искусство енне туртăм ÿснĕ.

Кокель ялĕнчен килнисем ентешĕпе мăнаçланни, пленэрта хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи пултаруллă художниксем вĕсемпе эрнешер пĕр çăвартан пурăнни ял çыннисен тавракурăмне мĕн таран улăштарни, инçетри хăнасене малашне те хапăл пулни çинчен пĕлтерчĕç.

Иртнĕ çулла Раççейри тĕрлĕ тăрăхран, Беларуçпе Украинăран килнĕ паллă художниксемпе юнашар Патăрьелти искусство шкулне çÿрекен çамрăк ÿнерçĕсем те ĕçленĕччĕ. Унти ачасем Алексей Кокель пек ăста пулма ĕмĕтленни çинчен хавхаланса каласа панăччĕ.

Чăвашсен пĕрремĕш художникĕн ячĕпе сăнарĕ  паян та йăхташсемшĕн хавхалану çăлкуçĕ вырăнĕнче: пурăнать, тăван çĕршывне, ялне тĕнче пĕлмелле çĕклет, унăн ĕçчен çыннисене чаплă сăрăçсен пирĕ çине сăнарлама май парать, ÿнерçĕсене ăсталăхне ÿстерсе пыма хистет.