Чăваш наци конгресĕ Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ

Гражданла обществăна аталантарма Раççей президенчĕн гранчĕсене валеçессипе ирттернĕ иккĕмĕш конкурс вĕçленнĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе укçа-тенке çĕршыври 2 пин те 240 ытла коммерцилле мар организаци тивĕçĕ. Вĕсене 4 миллиард та 400 миллион тенкĕ пайласа парĕç. Пирĕн республикăран патшалăх пулăшăвне 16 пĕрлешÿ илĕ. Вĕсен йышĕнче тĕн, ыркăмăллăх, пултарулăх, спорт организацийĕсем. Тĕрлĕ тĕллевсене пурнăçлама Чăваш Ене 21 миллион тенкĕ уйăрĕç.   
 
Леонид Петров
 
Гранта тивĕçнисен йышĕнче Чăваш Наци конгресĕ те пур. Ку обществăлла пĕрлешÿ йĕркеленнĕренпе кăçал 25 çул çитрĕ. Вăл Раççейри тата тĕнчери чăвашсене чăмăртассипе, тăван халăх культурипе йăли-йĕркине упраса хăварассипе тата аталантарассипе тăрăшать. Раççей президенчĕн гранчĕ çак тĕллеве тата курăмлăрах пурнăçлама май парĕ, тет ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев.