Чăваш Енре Саха артисчĕсем хăнара

Ача-пăча наци театрĕсен «Сказочная палитра» фестиваль кашни кун тулли зал куракан пуçтарать. Вĕренекенсене тĕрлĕ халăх культурипе, йăли-йĕркипе паллаштараççĕ. Хăнасем аякри Саха (Якути) республикинчен те çитнĕ. Вĕсем «Телей чулĕ» юмах кăтартрĕç.

Вероника Павлова, Михаил Солин

Тарăн шухăшлă постановка Хони ятлă каччă пирки. Вăл телей чулне шырама инçе çула тухать. Мăн асаттесен ĕненĕвĕпе, унăн хуçине пысăк ăнăçу кĕтет. Ăна тупас тесен каччăн тĕрлĕ йывăрлăха парăнтармалла – усал-тĕселе, тĕлĕнтермĕш чĕр чунсене çĕнтермелле. Спектакле наци юрри-ташши илем кÿрет.

Ку фестивале Саха (Якути) республики пĕрремĕш хут хутшăнать. Аякри артистсем çак кунсенче пултарулăхне сцена çинче çеç мар, шкулсенче те кăтартаççĕ. Шупашкар вĕсене килĕшнĕ, чăваш чĕлхи те кăмăла кайнă. Хăнасем темиçе сăмах вĕренме ĕлкĕрнĕ.

Тĕрлĕ халăх театрĕсем пĕрле хутшăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ, теççĕ форума йĕркелекенсем. Паянхи кун наци ыйтăвĕ нумайăшне шухăшлаттарать.

Пĕр сцена çинче Чăваш, Пушкăрт, Мари, Тутар, Якут республикисенчи тата Пенза облаçĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем юмахсем кăтартаççĕ. Фестивале пĕтĕмлетсе чи пултаруллисене тÿресем тĕрлĕ номинацире чыслĕç.