Пăр керменĕнче тĕрлĕ ăмăртура палăрнă атлетсене чысларĕç

Чăваш Ен спортсменĕсем кăçал тĕрлĕ çĕршывра иртнĕ ăмăртусенче 100 ытла медаль çĕнсе илнĕ. 174 çамрăк спорт мастерĕн кандидачĕн ятне çирĕплетнĕ. Чи пултаруллисене Пăр керменĕнче чысларĕç.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Иртнĕ виçĕ уйăхра чăваш спортсменĕсем тĕнче шайĕнчи чылай ăмăртура çĕнтерме пултарнă. Даниил Леонидов шашист Болгарирен 2 ылтăн тата бронза медальсемпе таврăннă. Пауэрлифтинг енĕпе Полина Кириллова Америкăри Орландо хулинче çĕнтернĕ. Венгрире хăлха илтменнисен ăмăртăвĕнче алă вăйне виçессипе харăсах 6 спортсмен тĕрлĕ медале тивĕçнĕ. Спорт аэробикипе Алексей Германов Италире ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Самбо енĕпе Александр Федоровпа Вера Лоткова Испанире тата Сербире пĕрремĕшсем пулнă. Полиатлон ăмăртăвĕ те Чăваш Енре аталанса пынине палăртмалла. 5 çамрăк Беларуçрен медальсемпе таврăннă. Алена Тимофеева вара Грецире ирĕклĕ майпа кĕрешсе кĕмĕл медаль хуçи пулнă. Пултаруллă çамрăксемпе вĕсен тренерĕсене физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков тав турĕ.