Çур ĕмĕр халăх юрри-ташшине упраса, аталантарса пурăнакан ушкăн

Куславкка районĕнчи Хурамалти «Эткер» фольклор ансамблĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитрĕ. Юрă-ташă ăстисем чаплă юбилее республикăри халăх пултарулăхĕн çуртĕнче ирттерчĕç. Унта Александр Осипов корреспондент пулса курчĕ.

Александр Осипов, Вадим Владимиров

Чаплă уява «Эткерсем» юрă-ташăпа, илемлĕ чăваш сăмахĕпе пуçласа ячĕç. Хурамалти фольклор ушкăнĕн шăпи ăнăçлă пулса пынă. Аллă çул каялла, çĕршывра та, республикăра та фольклор юхăмĕ аталанман чух, чан чăваш юрри-ташшине сцена çинче янратма çăмăлах пулман. Ялта Ефимовсен йăхĕ таврари музыка еткерне çухатас мар тесе çине тăни, уйрăмах, ун чух комбайнер пулса ĕçленĕ çамрăк Людмила Ефимова халăха клуба пухса юрра-ташша явăçтарни, ушкăна чăмăртанма май панă. Паян вăл халăхпа пĕрле сумлă юбилей ирттерет.

Саламлакан питĕ йышлă пулчĕ. Чăваш гуманитари институтĕнчен — унти тĕпчевçĕсем еткерсенчен юрă-ташă сахал мар çырса илнĕ, Шупашкарти музыка училищинче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем — кунта хурамалсем темиçен те ăс пухса дипломсем илнĕ, республикăмăрти фольклор ансамблĕсем те нумайăн килсе çитнĕ. Уявра чи пĕлтерĕшли - «Эткер» çинчен çырнă кĕнекене пахалани. Ăна Шупашкарти музыка училищинче вĕрентекенсем Светлана Лаврентьевапа Ирина Яковлева хатĕрлесе кăларнă. Кунта ушкăн историйĕ, тĕрлĕ çулта юрланисен хушамачĕсем, сăн ӳкерчĕксем, ăçта пулса мĕнле юрă-ташăпа сцена çине тухнисем тата ытти те.

Ансамбль артисчĕсем кĕнеке авторĕсемпе, ăна кăларма пулăшакансене чунтан тав турĕç, саламлама килнĕ ушкăнсем пĕрин хыççăн тепри ăсталăхне кăтартрĕç. Пурте савăнăçлă, лайăх пек, чăваш юрри-ташши таврара янрать, никам та чăрмантармасть. Çавах та кашнин, ытларах ушкăн ертӳçин Людмила Ефимован чунне чĕпĕтекенни пур — чĕлхе пĕтсех пырать. Мĕн кĕтет пире, чăвашсене ӳлĕмрен? Темле савăнăç пулсан та каламасăр чăтаймарĕ кун пирки пултаруллă ертÿçĕ.