12 декабря 2018 13:51   -6°   $66.50 €75.62

20.11.2017 19:16

„Асам“ кинофестивалĕн çĕнтерÿçисем паллă

Пĕтĕм чăвашсен эрнене пынă 3-мĕш „Асам“ кинофестивалĕ вĕçленчĕ. Тÿресем кăçалхи ăмăртăва хутшăннă ĕçсене виçĕ ушкăна уйăрса хак пачĕç: 7 илемлĕ, 9 документлă тата 2 анимаци фильмĕ. Çĕнтерÿçĕсене Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче чысларĕç.

Марина Карягина, Виктор Степанов

Чăваш киновĕ çак çулсенче çуралса йăл илнĕ ÿнер мар, унăн иртнĕ ĕмĕртех çирĕпленсе ĕлкĕрнĕ никĕсĕ пурри темрен паха. Çавна пулах Пĕтĕм чăваш кинофестивальне йĕркелекенсен уява хамăрăн ĕлĕкхи пĕр-пĕр картинăпа пуçлама май пур. Хальхинче Довженко ячĕллĕ киностуди ÿкернĕ „Çеçпĕл“ илемлĕ фильм чухах пулчĕ. Тĕп сăнара 1970 çулта ăста вылянă, халĕ кăвар чĕреллĕ поэтăмăр ячĕпе хисепленекен театрăн илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлекен Иосиф Дмитриев (Трер) чăвашкино чĕрĕлĕвĕшĕн чунтан савăннине пĕлтерчĕ. Эппин, наци кадрĕсем хатĕрлес енĕпе çине тăрса ĕçлеме вăхăт.

Пĕтĕмлетÿ киноплакатсен ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене чысланинчен пуçланчĕ. „Чăвашкино аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн“ ятарлă приза чылай çул Чăваш телевиденийĕн тĕп режиссерĕнче вăй хунă Леонид Трифонов тивĕçрĕ. „Чи лайăх илемлĕ фильм“ тесе Юрий Спиридоновпа Дмитрий Цыганов ÿкернĕ „Битва за Новоюжку. Политик“ ятлă хайлава палăртрĕç. „Чи лайăх документлă фильм“ – Владимир Васильевăн „Шагнувшие в бессмертие“ ĕçĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах Беларуç çĕрĕ çинче вăрттăн „Коля пичче ушкăнĕ“ йĕркеленĕ паттăр чăваш ывăлĕ çинчен каласа паракан фильм режиссерĕ Шупашкарти пĕр урама Николай Волков ятне пама сĕнчĕ.  „Чи лайăх кĕске фильм“ – Максим Ефремовăн „Мэтрĕ“, „Чи ăста оператор“ – „Фуга“ илемлĕ фильма ÿкернĕ Илтимĕр Ефремов, „Чи ăста монтаж режиссерĕ“ – „Движение в Чебоксарах“ фильма хатĕрлекен Виктор Чугаров. Шел, асăннă картинăсем пурте вырăсла. Анчах хамăрăн кинофестиваль пурри тепле пулсан та хамăр пурнăç çинчен ÿкерме йÿтĕм пани пĕлтерĕшлĕ.

Малалла çĕнтерÿçĕсен йышĕнче чăвашла ĕçлекенсем те курăнма пуçларĕç. „Арçын рольне чи ăста вылякан“ – „Ехрем хуçа“ илемлĕ фильмри Василий Павлов, „Хĕрарăм рольне чи лайăх вылякан“ – Зоя Аристархова, „Эпизодла хĕрарăм рольне ăста вылякан“ – Римма Гаврилова: иккĕшĕ те Нина Панинăн „Йăх вăрманĕ“ фильмĕнчен. „Чи лайăх сценари“ авторĕ тесе Аркадий Айдак çинчен ÿкернĕ „Ыр çын каять – ыр ят юлать“ фильм авторне Татьяна Ильинăна палăртрĕç.   

Уйрăм парнене тивĕçекенсен йышĕнче пирĕн телевидени ĕçченĕсем те пулчĕç: жюри Алексей Енейкина „Шанчăк“ ятарлă парне пачĕ. Гран-прие вара Марат Никитин ÿкернĕ „Фуга“ илемлĕ фильм çĕнсе илчĕ. 18 номинацире чысланă мĕнпур çĕнтерÿçе ятран асăнса тухаймăпăр, ăна Чăваш кинематографисчĕсен сайтĕнче вуласа пĕлме пулать. Çакна кăна уйрăммăн палăртса калар: ытти çулхисемпе танлаштарсан фильмсен пахалăхĕ ÿснĕ, шухăшлаттаракан киносем нумайланнă, вĕсем пирĕн куракана хамăр çине айккинчен пăхма май панă.


проститутки чебоксары