Обществăлла пĕрлешÿсен хастарĕсем хуласене хăтлăлатмалли программа  мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслеççĕ   

Республикăра хуласене хăтлăлатмалли федераци программин кăçалхи тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Ятарлă проектпа килĕшӳллĕн чылай çурт картишĕ çĕнелнĕ. Анчах та ĕçсене тăвакан организацисен явапсăрлăхне пула кăмăла пăсакан кăлтăк та сахал мар. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Раççей халăх фрончĕн хастарĕсемпе пĕрле Çĕнĕ Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри хулисене çитсе килчĕ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов

Сĕнтĕрвăрринчи çветтуй Троица ячĕпе хисепленекен авалхи чиркӳпе Хусанти турă амăшĕ ячĕллĕ часовня тата кунти таса çăл-куç çулсерен пиншер туриста илĕртет. Атăл тăрăх пăрахутпа çÿрекенсем çак вырăнта чарăнмасăр иртмеççĕ. Патша тăвĕ çине хăпарса картлашкасемпе сăваплă вырăна анаççĕ.

Кĕпер кунти чиркӳпе часовньăна çыхăнтарать. Çывăхра пурăнакансем те унпа куллен усă кураççĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ çула  çĕнетме кăçал федераци хыснинчен 2 миллион та 613 пин тенкĕ уйăрнă. Анчах та, подрядчике авăн уйăхĕнче çеç палăртнипе ĕç кая юлса пырать. Строительсем хальлĕхе кунти картлашкасен хăмисене кăна улăштарнă. Çапах та вĕсем йăтăнса анас хăрушлăх пур. Проект тунă чухне пусман никĕс юписене çĕнетме палăртман пулнă. Çапла картлашкасене çĕрĕк пукансем çинчех хăварнă.

 Çывăхри кĕпер патне вара хальлĕхе строительсем çитеймен-ха. Тĕревпе çирĕплетнĕ тайлăк юпасем çĕрсе кайнăран паян-ыран йăванасла лараççĕ.
Федерацин тĕллевлĕ программине пурнăçласа кăçал Сĕнтĕрвăрринчи икĕ çурт картишне хăтлăлатнă. Анчах та, палăртнă ĕçсем туллин пулса пĕтмен.

Çуртăн тепĕр енче вара ачасене вылямалли лаптăк тата спорт площадки тума пуçланă. Строительсем ĕçсене вĕçлемĕсерех кунтан тасалнă.
Çĕнĕ Шупашкарти Винокуров урамĕнчи 15-мĕш çурт картишне те нумай пулмасть çĕнетнĕ. Çавах та ачасем вылямалли лаптăка кирлĕ пек туса пĕтермен. Унсăр пуçне картишĕпе иртекен плитаран тунă тротуара ансăрлатса пăсса хăварнă. Кунтах чул тата асфальт куписем, каснă йывăç хыççăн юлнă туратсем выртаççĕ. Çуртăн тепĕр енче вара чăн-чăн тĕлĕнтермĕше курма пулать.

Хула администрацийĕнчи специалист пире ку ĕçпе çыхăннă ыйту çине нимле хурав та памарĕ. Женя Крутова урамĕнчи 16-мĕш çурт картишĕнче те иртнĕ уйăхрах асфальт сармалла пулнă. Анчах та ĕç халĕ те вырăнтан хускалман. Администрацире ĕçлекенсем каланă тăрăх, подрядчик çурт картишне çак кунсенче асфальт хума палăртнă. Анчах та, йĕпе-сапара унăн пахалăхĕ мĕнлĕ пуласси каламасăрах паллă. Строительствăпа архитектура тата коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Александр Шевлягин пире çак объектсене йĕркене кĕртмесĕр подрядчиксене укçа паманнине каларĕ.