Шупашкарта çамрăк инженерсен чемпионачĕ иртет

«Çамрăк Кулибинсем» компьютер пуçтарма та, сайт йĕркелеме те пултараççĕ. Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче «Джуниор скиллс» чемпионат пырать. Унта пулас инженерсем, программистсем, журналистсем хăйсен ăсталăхне туптаççĕ тата тĕрлĕ профессипе паллашаççĕ.

Вероника Павлова, Михаил Солин

Шкул ачисемпе сумлă экспертсем мастер-классем ирттереççĕ тата хăйсен опычĕпе паллаштараççĕ. Ăмăртăва пулас программистсене, журналистсене тата инженерсене йыхравланă. Тĕслĕхрен, кунта ачасем тĕрлĕ кÿлепе ăсталама вĕренеççĕ. Вĕсене ятарлă принтерпа пичетлеççĕ. Артем Турханов 6-мĕш класра кăна пулин те, çитĕнĕвĕ чылай. Вăл час-часах хула тата республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Инженер ĕçне ăна ашшĕ хăнăхтарать. Чемпионат пултаруллă ачасене тупса палăртма май парать.

Шкул ачисем ушкăнсене пайланса ĕçлеççĕ. Акă, ку лаптăкра журналистика профессине кăмăллакансем пухăннă. Вĕсем статья çырма, видео ÿкерме вĕренеççĕ. Чемпионата лекес тесе нумай тăрăшма тÿр килнĕ. Кашниех проект хатĕрленĕ.

Ăста специалистене мĕн пĕчĕкрен хатĕрлемелле, теççĕ чемпионата йĕркелекенсем. Ачасен аталанмалли майсем вара çителĕклĕ.

Ăмăртура палăрнисем хула чысне республика шайĕнче раштав уйăхĕнче хÿтĕлĕç.