Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсем Казахстанран таврăнчĕç

Вĕсем Павлодар хулинчи  Педагогика институтĕнче вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем валли наукăпа методика семинарĕ ирттернĕ.
 
Оксана Баскакова, Игорь Ульянов
 
Делегаци йышĕнче Чăваш патшалăх университечĕн филологипе журналистика факультетĕнчи преподавательсем тата артистсен ушкăнĕ пулнă. Павлодар хулинчи Педагогика институтне  вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Казахстанри тĕрлĕ хуларан пухăннă. Семинара Раççейĕн вĕренӳпе наука министерстви  уйăрнă грантпа йĕркеленĕ.

Семинар 2 кун пынă. Учительсем валли мастер-классем йĕркеленĕ, лекцисем вуланă. Вĕсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентмелли меслетсемпе, ачасене кăсăклантармалли майсемпе паллаштарнă.

Казахсемпе чăвашсем тĕрĕк тĕнчине кĕрекен хурăнташлă халăхсем. Çакăн евĕр тĕл пулусем вара çыхăнусене аталантарма пулăшаççĕ. Кун пек çÿревсем малашне те пуласса шанаççĕ чĕлхеçĕсем.