Тухăçа пуçтарса кĕртнĕ хыççăн патăрьелсем кĕрекере савăнчĕç

Кăçал республикăн агропромышленноç комплексĕнче 3 миллиард та 500 миллион тенкĕлĕх 60 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕртеççĕ. Нумай районта фермăсем тунă. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи „Коминтерн“ хуçалăх 600 пуç ĕне валли вите хута янă. Патăрьел районĕнче вара выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлемелли цеха тата ферма çуртне ĕçе кĕртнĕ. Тĕплĕнрех Екатерина Фомина сюжетĕнче.
 
Екатерина Фомина, Анастасия Евгеньева, Виктор Степанов

Анатолий Лялькин фермерăн  хăна  пухма  сăлтав пур. Хуçалăхра 175 пуç пăру валли  вите туса пĕтернĕ. Тахçан сысна ферми пулнă çурта тĕпрен юсаса çĕнетме Лялькинсене грант  пулăшнă. Ăна вĕсем çемье фермисен конкурсне хутшăнса çĕнсе илнĕ.

Анатолий Лялькин хуçалăхне тăватă çул каялла  йĕркелесе янă. Ун чухне те патшалăх программипе усă курнă. Ĕçе пуçăнакан фермер миллион та 100 пин тенке тивĕçнĕ. Çак укçапа ферма витине юсанă.

Выльăх йышне те ÿстерсех пыраççĕ. Халĕ хуçалăхра 146 пăру-вăкăр. Талăкне кашни  килона яхăн ÿт хушать.  Кăçалхи тăхăр уйăхра фермер 52 тонна ытла  аш-какай туса илнĕ.

Анатолий Лялькин пекех аш-какай туса илессипе ĕçлекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ объект Шăнкăртамра уçăлчĕ. Выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлемелли цеха Земдихановсем хăйсен укçипе тунă.

Сăмах май, Земдихановсем çывăх вăхăтра  шăпах аш-какай тирпейлемелли цех тума пуçласшăн.

Тухăçа пуçтарса кĕртнĕ хыççăн йăлана кĕнĕ йĕркепе патăрьелсем те кĕрекере савăнчĕç. Чи тăрăшуллисене наградăсем парса хавхалантарчĕç.  Çитĕнÿсем курăмлă. Кăçал республикăри экономика конкурсĕнче район пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхне Раççейри «Ылтăн кĕркунне» агропромышленность куравĕнче те  пĕрре мар палăртнă. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсем  унтан 6 медальпе таврăннă.
Çулталăк вĕçлениччен Патăрьел районĕнче 400 пуç ĕне тата пин пуç качака валли ферма хута яма палăртнă.