Налукçăсем Шупашкарти пĕчĕк предприятисене тĕрĕслерĕç

Республика хыснине кăçал уйрăм çынсенчен 9 миллиона яхăн тупăш налукĕ кĕнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан пысăкрах кăтарту пулин те, бюджет çав-çавах çухату тÿсет. Çакă чи малтанах ĕç укçине вăрттăн - „конвертра“ тÿленипе çыхăннă. Йĕркене пăсакансене тупса палăртас тесе налукçăсем тăтăшах рейдсем ирттереççĕ. Çакăн пек тĕрĕслевсенчен пĕрне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ.


Леонид Петров, Никита Углев    


Налук службинчи специалистсем малтанах тĕп хулари пĕр пекарньăна пырса çитрĕç. Инспекторсене, паллах, кунта никам та кĕтмен. Тĕрĕслекенсем кам асли пулнипе кăсăкланчĕç. Сутуçă сăмах ваклама килĕшмерĕ, телефонпа такампа çыхăнма хăтланчĕ. Ытти ĕçлекенсем вара производство цехĕнче питĕрĕнсе ларчĕç. Тĕрĕслев кунта ахаль мар йĕркеленĕ. Предприяти Тутарстан республикинче регистрациленнĕ. Усламçăн кун пек суту-илÿ вырăнĕсем Шупашкарта тата пур. „Отчетсем тăрăх вара сахал çын ĕçлет -  хулипе те 5-ĕн кăна“, - тет федераци налук службин Шупашкарти инспекцийĕнчи пай пуçлăхĕ Любовь Щербина. 9 уйăхра инспекторсем пин ытла тĕрĕслев йĕркеленĕ. Çынсене саккунлă майпа ĕçе вырнаçтарни вĕсен социаллă прависене хÿтĕлеме, пулас пенсие йĕркелеме май парать.


Тепĕр тĕрĕслев каллех суту-илÿ вырăнĕнче пулчĕ. Тум-тир сутакан лавкка хуçи те республика тулашĕнчен. Инспекторсем унпа  тĕл пулаймарĕç пулин те, кунта тăрăшакансемпе калаçрĕç, документсене тĕпчерĕç. Лавккара ĕçлекен 11 çынпа тунă пĕр килĕшÿ те саккунлă мар, иккен. Вĕсем пенси тата страхлав фончĕсене ĕç укçинчен пĕр пус та тÿлемеççĕ. Лавкка хуçи те тăтăшах улшăнса тăрать.


Йĕркене пăсакан предпринимательсене налук инспекцине йыхравларĕç. Вĕсемпе малтанах калаçу ирттерĕç. Çитменлĕхе вăхăтра пĕтермесен вара пухнă материалсене прокуратурăна ярса парĕç.