Шупашкарти сатикре батик мелĕпе тĕрлĕ илем ăсталаççĕ

Ал ĕçне пĕчĕкрен хăнăхаççĕ. Шупашкарти 183-мĕш ача сатĕнче батик мелĕпе илемлĕ ÿкерчĕксем тума вĕренеççĕ. Пусма таткисене сăрлас ĕçпе пĕчĕккисем çеç мар, çитĕннисем те кăсăкланаççĕ. Çак кунсенче асăннă сатикре мастер-класс иртрĕ. 
 
Анастасия Миронова, Анастасия Дмитриева, Никита Углёв

 Ку ĕç-пуçа çывхарса килекен Ача-пăча кунне халалланă. Вăл чӳк уйăхĕн 20 - мĕшĕнче пулать. 183-мĕш сатике хулари ытти учрежденисенчен 30 яхăн воспитатель пуçтарăнчĕ. Батик ÿнерĕ Индонезире пуçланса кайнă, халĕ Раççейре те анлă сарăлнă. Тĕп хулари 183-мĕш учрежденире вара ятарлă проект пуçарнă. Педагогсем батикпе кăсăкланса Интернет уçлăхне нумай тĕпченĕ. Ачасене çак ĕçе вĕрентессипе программа хатĕрленĕ. Пухăннисене батик ăсталăхне Елена Николаева воспитатель кăтартрĕ. Ыттисем ун хыççăн вĕренсе пычĕç.  

183-мĕш сатикре ачасене тĕрлĕ енлĕ вĕрентме тăрăшаççĕ. Батик ачасен алkиcне çеç мар, вĕсен чăтăмлăхне ÿстерме тата илем туйăмне аталантарма пулăшать. Ку паха опытпа ытти сатиксем те анлă усă курасса шанаççĕ.