Çемьере те, обществăлла ĕçре те хастар ял çынни

Пĕр çын утать - йĕр пулать, çĕр çын утать - çул пулать, теççĕ чăвашсем. Çавăнпа кашни ялта халăха хавхалантарса  пысăк ĕç тума пултаракансем пулни пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пек пĕр хастара эпир Шупашкар районĕчи Чăрăшкассинче тупрăмăр. Вениамин Одеряков ял тăрăхĕнчи депутатсен пухăвне ертсе пырать. Хисеплĕ  çынпа Оксана Баскакова тĕл пулчĕ.

Оксана Баскакова, Игорь Ульянов

Чăрăшкасси ял тăрăхĕнчи депутатсен пухăвĕн пуçлăхне суйланă чухне пурте пĕр майлă пулса Вениамин Одеряковшăн сасăланă. Вăл яланах тăван тăрăхри çивĕч ыйтусене татса пама хастар хутшăнать.   Халăх ăна хисепленипех ял старостине суйланă. Вениамин Ипатьевич тăрăшнипе кăçал канализаци шывĕ пуçтарăннă вырăна карта тытнă, пăрăхсене улăштарнă.

Вениамин Ипатьевич халĕ тивĕçлĕ канура. Пушă вăхăтра мăнукĕпе выляма юратать. 22 çул вăл колхозра бухгалтерта тăрăшнă. Хуçалăх салансан, шкулта завхоз пулнă. 1979 çулта Елена Васильевнапа пĕрлешнĕ. Çамрăк çемьене Чăрăшкассинче хваттер уйăрса панă.

Одеряковсен çемйине ялта хисеплеççĕ. Вĕсем 38 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Настя хĕрĕ çитĕннĕ ĕнтĕ, унăн хăйĕн çемйи. Пурте пĕрле «Тарават» фольклор ушкăнне юрлама çӳреççĕ.

Одеряковсен пысăк хуçалăх. Çавăн пекех кил хуçи вĕлле хурчĕсем тытать. Мăшăрĕ вара тĕрлеме юратать. Хĕрне те çак ĕçе хăнăхтарать.

Çемье çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхĕ пĕр-пĕрне хавхалантарнинче, ăшă сăмах каланинче, теççĕ Одеряковсем. Ял-йышпа туслă пурăнни те тем пек паха. „Депутат пулнишĕн анчах мар, чăн малтан тăван тăрăх патриочĕ пек тирпей-илем, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлемелле. Çакă вăл пурте пĕрле тумалли тивĕç, тет Вениамин Ипатьевич.